

Кăçал шкулсемпе ача сачĕсене юсама республика бюджетĕнчен сахал мар укçа-тенкĕ уйăрнă. Унпа усă курса шкулчченхи вĕренÿ çурчĕсенче юсав ĕçĕсене пурнăçлама тăрăшни сисĕнет.
Хальхи вăхăтра Кармаскалă салинчи «Пчелка» ача сачĕн Тинĕскÿлти фиалиалĕнче ĕç вĕресе тăрать. «Стройбытсервис» ООО (ертÿçи – Равель Киямов) подрядчик ĕçченĕсем ача пахчин «чĕрине», апат-çимĕç блокне, тĕпрен юсаççĕ. Чăн малтан юхăннă урая улăштарĕç. Строительсем кивĕ урай вырăнне çĕнĕ бетон никĕсĕ сарнă, халĕ плиткăсем хураççĕ.
Юсав ĕçĕсем мĕнле пынине Кармаскалă район администрацийĕн представителĕсенчен тăракан комисси тĕрĕслесе тăрать. Ăна администраци пуçлăхĕ Альфир Сабиров ертсе пырать. Август уйăхĕн 12-мĕшĕ тĕлне ĕçсем вĕçленмелле.
Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл ялĕ.