Урал сасси
+24 °С
Облачно
Вĕрентÿ
7 Августа , 10:00

Шланлă шкулне çĕнĕ сĕм кĕртнĕ

Авăркас районĕнчи Шланлă ялĕнчи пĕлÿ çуртне 1975 çулта хăпартнă. Паянхи кун кунта виçĕ ялти 80 ача вĕренет. Çур ĕмĕр хушшинче вăл самаях юхăннă. Асăннă вĕренÿ учрежденине  «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕн витĕмĕпе юсаса çĕнетнĕ.

Шланлă шкулне çĕнĕ сĕм кĕртнĕШланлă шкулне çĕнĕ сĕм кĕртнĕ
Шланлă шкулне çĕнĕ сĕм кĕртнĕ

Юсав ĕçĕсене пурнăçлакан подряд организацийĕ февраль уйăхĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа  август уйăхĕн 1-мĕшĕччен шкула çĕнĕ сĕм кĕртнĕ. Сăмăх май, вĕренÿ тапхăрĕ пынă вăхăтра вĕренекенсене ача садĕнче тата интернатра вырнаçтарнă.  Строительсем ĕçсене пысăк пахалăхпа пурнăçланă. Çĕнĕ вĕренÿ ҫулне хатĕрленсе шкула тирпей-илем кĕртнĕ. Ҫутă та хăтлă классенче вĕренме тата та меллĕрех пултăр тесе çĕнĕ сĕтел-пукансем, вĕрентÿ оборудованийĕсем туяннă.

Халĕ Шланлă шкулĕ ачасене кĕтсе илме хатĕр.

Авăркас районĕ, Шланлă ялĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас