

Вĕренÿ çулĕ вĕçĕнче тата çулла учительсем хастартарах заявленисем пама пуçланă: виçĕ уйăх хушшинче вĕсен шучĕ январь-май уйăхĕсемпе танлаштарсан икĕ хут ÿснĕ.
2020-2025 çулсенче ялсемпе пĕчĕк хуласенче асăннă программăпа 7 пин учителе ĕçе вырнаçтарнă. Вĕсен хушшинче ытларах филологи енĕпе вĕрентекенсем (тăван чĕлхе, тăван литература, вырăс чĕлхи, литература, ют чĕлхе) – 2,6 пине яхăн, иккĕмĕш вырăнта математика, алгебра, геометри тата информатика – 1,5 пине яхăн. Çавăн пекех пуçламăш класс вĕрентекенĕсен 1 пин ытла вакансине специалистсемпе тивĕçтернĕ.
«Земство учителĕ» программăна хутшăнакансен шучĕпе малта пыракан виççĕшĕн шутне Çĕпĕр, Атăлçи, Инçет Хĕвел тухăç федераллă округсем кĕреççĕ.
«Земство учителĕ» программа 2020 çултан Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушнипе пурнăçланать. 2025 çултан пуçласа вăл « Çамрăксемпе ачасем» наци проекчĕн «Педагогсемпе наставниксем» федераллă проектне кĕрет. 2026 çулта унта Раççей Федерацин 87 субъекчĕ ( Мускав хулипе Санкт-Петербургсăр пуçне). Программăн тĕллевĕсем – ялти шкулсенче вакантлă вырăнсен шутне пĕчĕклетесси, ял вĕрентекенĕсен социаллă статусне ÿстересси, вĕсене вĕрентÿ системине явăçтарас тесе хавхалантармалли майсем туса парасси.
2026-2028 çулсенче «Земство учителĕ» программа пулăшнипе 4 пине яхăн вакансие специалистсемпе тивĕçтерме палăртаççĕ.