Вĕсене çĕршывăн ытти регионĕсенче сарма сĕннĕ. Суйлав «Демографи» наци проекчĕ пулăшу панипе иртнĕ.
Финала Ĕпхÿ районĕн территорийĕнче пурнăçа кĕрекен «Вăрăм ĕмĕр çулĕ» проект тухнă. Проектăн тĕллевĕ аслă ÿсĕмри çынсем хăйсен пушă вăхăчĕсене сывлăхшăн усăллă ирттерме пултаракан хутлăха аталантарассипе çыхăннă. Çавăн пекех Дюртюлĕ районĕн «Изге ай» тутар фольклор халăх ансамблĕ» тивĕçлĕ вырăн йышăннă. Ансамбль пайташĕсем театрпа концерт программисем хатĕрлеççĕ, праçниксем йĕркелеме пулăшаççĕ, районта пурăнакансене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтараççĕ. Коллективăн тĕп йышĕ аслă ÿсĕмри çынсенчен тăрать, хатĕрленÿ ушкăнĕ - 17 çулчченхи шкул ачисенчен.
Суйлав конкурсĕн кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн Пушкăртстанри проектсене «Пуçаруллă вăрăм ĕмĕр 2022» чи лайăх практикăсен пуххине кĕртнĕ. Вĕсене укçа-тенкĕ енчен пулăшу парĕç, çĕршывĕпе сарĕç.
Çулталăк хушшинче конкурса хутшăнакан регионсен шучĕ 59 çитнĕ, заявкăсем 1,5 хут ÿснĕ – 689-тан пуçласа 923 таран. Çав вăхăтрах финала коммерци шутне кĕмен организацисен 14 проекчĕ тата корпоративлă 7 практика тухнă.
Кăçалхи çĕнтерÿçĕ-практикăсен ытларах пайĕ аслă ÿсĕмри çынсене общество ĕçне, социаллă проектсене тата волонтер ĕç-хĕлне хастар хутшăнма явăçтарассипе çыхăннă. Конкурса «Наци приоритечĕсем» коммерци шутне кĕмен автономлă организаципе РФ Ĕç, социаллă хÿтлĕх министерстви тата Стратегиллĕ пуçарусен агентстви йĕркеленĕ.