Райфа Габдрауфовна çывăх çыннисен тимлĕхĕпе тата юратăвĕпе киленсе пурăнать. Унăн - ултă ача, вун тăватă мăнук тата вун сакăр кĕçĕн мăнук. Нумаях пулмасть вара пĕр кĕçĕн мăнукĕн ача çуралнă.
«Вăл тĕлĕнмелле харизмаллă çын: шÿтлет, çĕнĕ хыпарсемпе интересленет, политикăри лару-тăрăва пĕлсе тăрать. Унпа калаçнă хыççăн çĕнĕ вăй-хăватпа ĕçлес тата умри тĕллевсене пурнăçлас килет. Райфа Габдрауфовнăна тата унăн ачисене çирĕп сывлăх сунатăп», - тесе çырнă Гузель Насырова.
Сăмах май, февраль уйăхĕн 12-мĕшĕнче Çтерлĕ хулинче пурăнакан вăрçă тата педагогика ĕçĕн ветеранĕ Николай Михайлович Ефимов чăваш шур сухалĕ 103 çул тултарчĕ. Вăл Çтерлĕ районĕнчи Ямансас ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ăна çак ятпа хулари чăвашсен ниципе культура автономийĕн хастарĕсем саламларĕç.
Юрий СНЕГОПАД.