Урал сасси
+13 °С
Облачно
Ватта хисеп
1 Октября 2025, 09:00

Пушкăртстанра вăрăм ĕмĕрлĕ 17 пин çын пурăнать

Асăннă статистикăна Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунĕ тĕлне республикăри Çемье, ĕç тата халăха социаллă хÿтлĕх паракан министерство илсе кăтартнă.

Пушкăртстанра вăрăм ĕмĕрлĕ 17 пин çын пурăнатьПушкăртстанра вăрăм ĕмĕрлĕ 17 пин çын пурăнать
Пушкăртстанра вăрăм ĕмĕрлĕ 17 пин çын пурăнать

Паянхи кун Пушкăртстанра 930 пин ытла аслă ăру представителĕ пурăнать.

Регионти вăтам пурнăç тăршшĕ 73 çултан иртнĕ. Республикăра пурăнакан тăхăр вунă тата аслăрах çулхисем – 17 367 çын, 100 çултан иртнисем – 294 çын.

Социаллă пулăшу мерисемпе 512 пин çын усă курать.

ПР Пуçлăхĕн Радий Хабировăн пуçарăвĕпе 2020 çулхи октябрь уйăхĕнче «Пушкăртстанри вăрăм ĕмĕрлĕх» проект вăй илнĕ. Проект - сывлăха упрассипе, сывлăхлă та хастар пурнăç йĕрки йĕркелессипе, «кĕмĕл ÿсĕмрисене» обществăшăн усăллă пурнăçа явăçтарссипе çыхăннă мероприятисен комплексĕ.

Проекта хутшăнакансен шучĕ çулсерен ÿсет. Иртнĕ çулхине унта 470 пин çын хутшăннă, кăçал – 400 пин ытла.

«Пушкăртстанри вăрăм ĕмĕрлĕх» проект пилĕк юхăмран тăрать: «Туризм», «Сывлăх», «Физкультура», «Вĕрентÿ», «Волонтер тата наставник ĕçĕсем», «Культура тата пултарулăх».

Пушкăртстанра ваттисемпе сусăр çынсен пилĕк патшалăх çурчĕ ĕçлет: Ĕпхÿпе Дюртюли тата Октябрьски хулисенче, Иглинпа Архангельск районĕсенче; автономлă коммерци шутне кĕмен организацисенче пилĕк уйрăм тата кăнтăрлахи виçĕ çурма стационар йĕркеленĕ.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас