

Пенси палăртма вĕсен вĕренÿ учрежденийесенче 25 çултан кая мар должноçра ĕçленине çирĕплетекен стаж пулмалла. Учрежденисемпе должноçсен списокне правительство шайĕнче çирĕплетеççĕ. Унсăр пуçне вĕрентекенĕн пенси коэффициенчĕ 30-тан кая пулмалла мар. Тепĕр саманта асра тытмалла - пенсине педагогика стажĕ çитсен пилĕк çултан тин кайма пултараççĕ. Енчен те кирлĕ ĕç стажĕ 2026 çулта пухăнсан, пенсине 2031 çулта çеç кайма май пур.
Пенсине маларах кайма пултаракан должноçсен шутне репетитор, физкультура инструкторĕ, директорăн воспитани тата ачасен обществăлла организациĕсемпе ĕçлекен канашçи кĕрет. Çак должноçра ĕçленĕ тапхăрсем, пенси законĕпе килĕшÿллĕн, пурте ятарлă стажра шута илĕнеççĕ.
Педагогика стажне квалификацине ÿстернĕ чухне вĕреннĕ вăхăт, çулсерен паракан тÿлевлĕ отпуск тата чирленĕ чухне ĕçе çÿремен кунсем те кĕреççĕ.
Çын хăйĕн ĕç стажĕ пирки кирлĕ информацине Госуслуги портал урлă уйрăм пайăр (лицевой) счета кĕрсе пĕлме пултарать.
Юрий СНЕГОПАД.