Тĕслĕхрен, декабрь уйăхĕн вĕçĕнче ача садĕнче «Кайăксене апатлантарăр» акци ирттертĕмĕр. Унпа килĕшÿллĕн ашшĕ-амăшсем ачисемпе пĕрле сырăшсем хатĕрлесе «Çăлкуç» территорине вырнаçтарчĕç.
Шăпăрлансем килĕсенчен вир, хура тул кĕрписем, хĕвел çаврăнăш вăрри илсе килчĕç. Аслисем пулăшнипе вĕсене хаваспах çунатлă тусĕсем валли ăсталанă сырăшсем çине сапса тухрĕç. Хăйсем кайăксене сивĕ хĕле чăтса ирттерме пулăшнăшăн чунтан савăнчĕç.
Уйăпсен кунĕнче вара (ăна январь уйăхĕн 9-мĕшĕнче паллă тăваççĕ) воспитательсем ача сачĕн воспитанникĕсене хĕлĕн тĕп паллисем çинчен каласа пачĕç. Пурне те пĕлессишĕн çунакан шăпăрлансем хĕрлĕ пĕсехеллĕ кайăксем пирки хăйсене интереслентерекен ыйтусем пачĕç, вĕсен апатланăвĕ пирки ыйтса пĕлчĕç. Калаçу ачасене лăпкă хăварма пултараймарĕ, шăпăрлансем хăйсен кăмăл-туйăмĕсене «Хĕл палли – уйăпсем» темăна халалланă ÿкерчĕксенче уçса пачĕç.
Татьяна ВАЛЬЩИКОВА, ача сачĕн ертÿçи.
Федоровка районĕ, Ашкатар ялĕ.