«Ĕнер çул çитменнисемпе ĕçлекен комисси ĕçченĕсем килсе çитрĕç. Çак арçын ача амăшĕпе пĕрле пулнă. Вăл хăй тунă ĕçшĕн ÿкĕнмест, хăйне шухă тытать, хаярлăхне кăтартать», - тесе çырнă пĕр социаллă сетьре.
Шалти ĕçсен министерствин Çтерлĕри полици уйрăмне пĕр хĕрарăм хăйĕн ачине тепĕр шкул ачи хĕнени çинчен пĕлтернĕ. Çакăн евĕр тĕслĕх пĕрре мар пулни çиеле тухнă Хĕненисĕр пуçне вăл ÿсĕмĕпе хăйĕнчен кĕçĕнрех ачасене чĕркуçленсе ларма хистенĕ, тавăрассипе хăратнă.
Çак пăтăрмаха пуçлакан ача амăшĕн ячĕпе «ашшĕ-амăшĕ тата законпа çирĕплетнĕ яваплă çынсем çул çитмен ачисене воспитани парас ĕçре тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçламаншăн» статьяпа административлă протокол çырнă.
Юрий СНЕГОПАД.