Асăннă мероприяти ашшĕ-амăшĕсене, педагогсене тата «Пĕрремĕшсен юхăмĕн» («Движение Первых») хастарĕсене пухать. Кунта ачасене воспитани парассипе, вĕрентессипе тата аталантарассипе çыхăннă çивĕч ыйтусене пăхса тухĕç. Форум программине ултă тематика блокне кĕртнĕ: психологи, вĕрентÿ тата воспитани, хăрушсăрлăх тата сывлăх, хÿтĕлев тата пулăшу, пултарулăх тата ачасем, ашшĕ-амăшĕсен пĕрлешĕвĕ. Мероприятие хутшăнакансене экспертсен лекцийĕсем кĕтеççĕ, ачасем валли пултарулăх мастер-класĕсем пулĕç, вĕрентÿ организацийĕсем куравсем йĕркелĕç. Форумăн тĕп теллевĕ ашшĕ-амăшĕсен пĕрлешĕвĕсене йĕркелесе вĕсем урлă паха опытпа паллашасси тата пĕр-пĕрне пулăшасси.
Çак мероприятие хутшăннăшăн укçа-тенкĕ тÿлемелле мар, анчах та https://clck.ru/3HSr6V. кăтарту тăрăх регистраци иртмелле.
Форума ПР Вĕрентÿпе наука министерстви тата «Пĕрремĕшсен юхăмĕн» регионти уйрăмĕ йĕркелет.
Юрий СНЕГОПАД.