+15 °С
Пӗлӗтлӗ


Ĕлĕк ăна чăвашсем пысăк уявсем (Мăнкун, Çимĕк, Кĕр сăри тата ытти те) вăхăтĕнче çеç пĕçернĕ. Паллах, хальхи пек духовкăра мар, кăмакара хатĕрленĕ. Паянхи кун наци апат-çимĕçĕ манăçа тухса пырать, ăна час пиçекен апатсем улăштараççĕ. Хуласенче пурăнакан çамрăксем вара хатĕр апат туянассине мала хураççĕ.
Чăваш хастарĕ Людмила Ивановна ирттернĕ мастер-класа 8-мĕш класс ачисем, тăван чĕлхе учителĕ тата мероприятие йĕркелекен Н.Н. Васильева, ытти вĕрентекенсем, культура çурчĕн ĕçченĕсем хутшăннă.
Мастер-класс ăнăçлă иртнĕ, апачĕ тутлă пулса пиçнĕ.
ЧНКА пресс-служби.
Çтерлĕ хули.