Пĕтĕмĕшле пĕлу çăлкуçĕ 52 питрен тăрать. Кунта пĕр паха та кăмăллă пулăма палăртса хăвармалла - кĕнекене Нина Алексеевнан кĕçĕн мăнукĕсем – Радим Хисамутдинов, Дениспа Дана Федоровсем, Юлия Беляева – ăсталанă ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ. Çавăнпа та вăл ача тĕнчине çывăх пулнине палăртмалла.
«Парне» кĕнекене пуçласа хак паракансенчен пĕри тепĕр шуратăлçă, Нина Алексеевнан çывăх юлташĕ Çтерлĕре пурăнакан Наталья Емельянова (Петĕрсен Наташши) пулнă. Çакăн çинчен вăл Ватсапра çапла çырать: «Хăнаран таврăнса пыратăп. Чаплă кĕтсе илчĕ пире Мăкран Нинукĕ. Нумай пулмасть тухнă хăйĕн виççĕмĕш кĕнекине парнелесе парса ячĕ. Уншăн питĕ савăнтăм», - тесе çырать шлепкеллĕ сăвăç.
Юрий СНЕГОПАД.