Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
21 Апрелӗн 2023, 09:30

Тăван чĕлхе

Темĕн чухлĕ çĕр çинче чĕлхе!Пĕринчен тепри илемлĕ.Çавсенчен пĕри – тăван чĕлхе! Ват асаттесен пехилĕ.

Тăван чĕлхе
Тăван чĕлхе

Тĕнчере чи танли вăл – чĕлхе,
Чĕлхе пулсан – халăх пурнать.
Пĕтес пулсан – халăх пулмасть,
Çакна, тăванăм, эс пĕлсем.

Панă пире чăваш чĕлхи,
Камра тата пур ун пекки!
Мĕншĕн пире вăл чи хакли?
Мĕншĕн тесен вăл тăванни.

Тăван тени вăл – çывăххи,
Тăван сăмах вăл – кил ăшши.
Чăваш чĕлхи – хĕвел кулли,
Ăшăтать пире унăн ăшши.

Чĕлхе тени вăл – чун палли,
Кашни çыннах турă пани.
Чĕлхеллĕ пул, йĕркеллĕ пул,
Чĕнмен чĕкеç пек эс ан пул.

Хăвăннине тиркес пулмасть,
Мĕскĕн йăх-ях пулас пулмасть.
Пулса çитмен чăваш кăна
Пурне те ăнланмасть çакна.

Чăвашлăха упрас пулать,
Куç шăрçине упранă пек.
Тăванлăха тиркес пулмасть,
Ют ачана тиркенĕ пек.

Чăваш чĕлхи арăслан пек,
Алла хыт тыт – вăл тĕк тăрать,
Ачашланать йăваш ача пек.
Вĕçерĕнсессĕн – тĕк татать.

Юмахла пĕлмен чĕлхе-çăвар
Пите-куçа вăл хĕретет.
Тăванне палламан тăван
Пĕтĕм йăха пĕçертет.

Чăваш чĕлхи, эс ĕмĕр чĕрĕ,
Сарлака юман пек кĕрĕ.
Çĕр пин сăмахлă чĕлхемĕре
Упрар темиçе ĕмĕре.

Хамăр тăван харпăрлăха
Ĕç çинче, килте те инçетре,
Интернетра та эфирта,
Ялан упрар хамăрпа пĕрле.

Эпир ÿксе вилсен мĕн юлĕ,
Упранса юлакан мул юлĕ.
Хăçан чĕлхен пуянлăх пĕтĕ,
Упрама пĕлмесен çеç çĕтĕ.

Тăван чĕлхем, мĕскер эп сансăр?
Мĕскĕн чунлă этем, сăнсăр.
Тутар та мар, вырăс та мар,
Çут тĕнчере никам та мар.
Мелания НИКИФОРОВА.
Мияки районĕ, Кекен ялĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: