Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вулакан пултарулăхĕ
22 Апрелӗн 2023, 09:30

Иван Яковлевич Яковлева халалласа

Иван Яковлевич Яковлева халалласа ачасене валли çырнă сăвă. Чăваш çурчĕн ăш-чиккийĕ…Сăпкара пĕчĕк ЙăванУншăн çук анне ăшшийĕВăл хăр тăлăх ачаран…Пахум чăваш ăна илнĕ

Иван Яковлевич Яковлева халалласа
Иван Яковлевич Яковлева халалласа

Усрава, хăй хÿттине.
Сакăр çул вара вăл ÿснĕ,
Курса çемье ăшшине…
Хаким тутар кĕтÿçпе,
Кĕтÿç пушши çĕклесе,
Вăл çÿренĕ çăвĕпе
Ĕне-сурăхсем кĕтсе…
Пĕлмен-ха вăл пĕчĕкскер
Çĕр çинчи хăй тивĕçне.
Ăнланман хăр тăлăхскер
Пуласлăхĕ пысăкне.
Туррăн çутă пилĕпе
Çак çĕр çине килнине,
Пысăк чунĕн çутипе
Тăван чăваш халăхне
Тĕттĕмрен кăларасне.
Чăваш халăх пурăнать
Паян ун Халалĕпе,
Вырăспала тан тăрать
Сумĕпе, ĕçĕсемпе!
Зинаида СУРПАН.
Федоровка районĕ,
Ашкатар ялĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: