+25 °С
Облачно


Ҫӗр Аннемӗр, каҫар кӑкӑрна
Таптанишӗн салтак аттисем.
Куҫҫульпе шӑварнишӗн сӑнна
Ир шуралнӑ салтак амӑшсем.
Салтак мар, Ҫӗр Анне, салтак мар!
Чӗртекенӗ вӑрҫа сан ҫинче!
Амӑш вилӗм алли валли мар
Парнелет ывӑлне ҫут тӗнче!
Усал вӑй хӑвалать, Ҫӗр Анне,
Сан ҫине хура пӗлӗтсене.
Тасатса Сан ҫинчи тӳпене
Салтак ывӑл парать пурнӑҫне.
Ах, хӑҫан ҫаврӑнайӑн-ши Эсӗ,
Ҫӗр Анне, ҫут тӳпе айӗнче?
Хӑҫанччен-ши асап Эсӗ тӳсӗн
Усал вӑйӑн хура ӑсӗнчен?
Зинаида СУРПАН.
Федоровка районĕ, Ашкатар ялĕ.