Урал сасси
+1 °С
Ясно

Аслă Çĕнтерÿ мăнаçлăхĕ

Хаçат тусĕсем, сирĕн умăрта Улатимĕр Гордеевăн Аслă Çĕнтерĕве халалласа çырнă сăвви.

Добавить в предпочтительные источники Google
Аслă  Çĕнтерÿ мăнаçлăхĕАслă  Çĕнтерÿ мăнаçлăхĕ
Аслă Çĕнтерÿ мăнаçлăхĕ

Çуркунне ăшши хĕвелĕн
Сыватать асамĕпе.
Çĕнтерÿ Çĕр пичĕ çийĕн -
Саламлать Ялавĕпе!*

Аслă Çĕнтерÿ хистевĕ -
Чĕрĕтет Чĕрĕлĕхе!*
Çĕнтерÿн шеллев куççулĕ -
Вăратать этемлĕхе...

Асăнмашкăн, тав тумашкăн
Хĕнлĕх тÿснĕ çынсене.
Яланах асра тытмашкăн
Хураха çĕнтернине!

...Хĕнлĕхре пур халăх пулнă
Вăрçă хирĕнче, тылра.
Пинĕ-пинĕпе пуç хунă -
Ячĕсем «Вилмен полкра»....

Хĕлĕсем чăтма çук сивĕ -
Салтаксем окопсенче.
Пирĕн ялăн та салтакĕ
Шăннă пуль - шинель çÿхĕ....

Чăтмалла мар шăрăх - тÿснĕ,
Çирĕмшер çухрăмсене.
Шывсăр утнă, тăват çул пиçнĕ,
Çырнă хăш чух çыруне....

Чăтăмлăхĕ - килĕшĕн ун,
Юратăвĕ - çĕршыва!
Курайманлăх - фашиста ун,
Харсăрлăхĕ - çапăçма!

Тусĕсем ÿксен пытарнă,
Çук, юхман куççуль текех...
Хытăрах шăлне вăл çыртнă,
Тимлĕç çĕнтерсен - тинех!

Аслă вăрçă, ав, вĕçленнĕ!
Уявлаççĕ тĕнчипе:
Тĕрлĕрен чечек-венокĕ -
Сумлама паттăрсене.

Шăплăх самантне итлеççĕ -
Утмăл хут сехет çапни.
Куççульсем çĕре ÿкеççĕ -
Сехетре чĕре таппи…

Медальсен сасси янравлă
Ветеран кăкăрĕ çинче.
Савăнăç та хурлануллă -
Чан сасси пек чĕрере...

Чĕртрĕ Çĕнтерÿ салючĕ -
Пĕлĕтре «кăвак хуппи».
Мирлĕ тупăсем переççĕ,
Савăнăçлă - кĕрлени!

Мирлĕ пурнăç - ырă туйăм,
Тупăпăр телей часах.
Пирĕн çар тăвать çĕн утăм,
Хÿтĕлĕх пур - шан анчах!

Паянхи кунпа сыхлавлă -
«Шăнăр» хытă пулмалла.
Хĕç-пăшал та пултăр вăйлă -
Тăшмана хирĕç тăма.

Тав тăватпăр - çĕнтернишĕн,
Пуç тайса пур халăха!
Тост çĕклетпĕр - Çĕнтерÿшĕн,
Уявпа мăнаçланса.

Аслă Çĕнтерÿ хĕлхемĕ -
Ан сÿнсемччĕ нихăçан.
Çамрăк ăрăва пилленĕ -
Кар! тăмашкăн пултарсам!

Улатимĕр ГОРДЕЕВ.
Пелепей хули.
*Саламлать Ялавĕпе - Çĕнтерÿ Ялавĕ
* Чĕрĕтет Чĕрĕлĕхе - пробуждая всё живое.

Автор:Юрий Михайлов