Урал сасси
+5 °С
Облачно
Вырăнти пуçарулăх
5 Декабря 2022, 07:05

Давлеканра хулан тактильлĕ картти пур

«Салям» телекăларăмăн эфирĕнче Республикăри управлени центрĕн ĕçченĕ Радик Гареев хулара унăн тактильлĕ карта-схемине вырнаçтарни çинчен каласа панă. Ăна вокзал çумĕнчи лапамра вырнаçтарнă.

Добавить в предпочтительные источники Google
Давлеканра хулан тактильлĕ картти пурДавлеканра хулан тактильлĕ картти пур
Давлеканра хулан тактильлĕ картти пур

Картăна тимĕртен тунă. Ун çинче паллă вырăнсене рельефлă сăнланине тата Давлеканăн туристсемшĕн кăсăк вырăнĕсене ÿкернĕ.

Муниципалитетăн пуçлăхĕ Ильгиз Мухаметзянов социаллă сетьсенче çырнă тăрăх, çак объекта «Витĕр çул: Давлекан урамĕсем вăхăт иртсен» («Сквозная линия: улицы Давлеканово сквозь время») проект витĕмĕпе хатĕрленĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов