Вырăнти пуçарусене пулăшу паракан программа вăл – регион, муниципалитет пĕрлĕхĕсен бюджечĕсен запасĕсене, уйрăм çынсемпе юридици сăпачĕсен укçа-тенкĕ çăлкуçĕсене пĕрлештерме тата вĕсемпе усă курса социаллă пурнăç аталанăвĕн ыйтăвĕсене татса пама май паракан механизм. Вăл муниципалитет пĕрлĕхĕн пурнăç пахалăхне ÿстересси чăн малтан ял çыннисен хастарлăхĕнчен килнипе палăрса тăрать. Шăпах çынсем мĕнле проекта пурнăçа кĕртессине тата хăйсем мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ тăкаклама хатĕррине татса параççĕ. Вĕсем вырăнти хăй тытăмлăха пурнăçлама тÿрремĕнех хутшăнаççĕ, ял-салан аталанăвĕнчи чи кирлĕ ыйтусене палăртаççĕ, çак ĕçе вырăнти усламçăсене явăçтараççĕ, халăхран пухнă укçана, çавăн пекех бюджет укçи-тенкине тăкакланине тĕрĕслеççĕ тата кăтартăва кураççĕ.
Вырăнти пуçарусене пулăшу паракан программăн тĕллевĕ – халăха вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама явăçтарасси.
Айккинче ан юлăр! Программăна хутшăнса тĕнчене илемлĕрех тăвар!
Рамзия НИКИТИНА, Тимеш ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ.
Мияки районĕ.