Вырăнти пуçарусем валли ытларах укçа-тенкĕ уйăрĕç

Пушкăртстара вырăнти пуçарусене пулăшу памалли программа валли çулсерен уйăракан субсиди виçи ÿснĕ, вăл 700 млн тенке çитнĕ. Çакăн пирки республика пуçлăхĕ Радий Хабиров пĕлтернĕ.

Вырăнти пуçарусем валли ытларах укçа-тенкĕ уйăрĕçВырăнти пуçарусем валли ытларах укçа-тенкĕ уйăрĕç
Вырăнти пуçарусем валли ытларах укçа-тенкĕ уйăрĕç

Регион ертÿçи çирĕплетнĕ тăрăх, 2025 çулта ял-саласене тирпей-илем, хăтлăх кĕртмелли 724 проекта пурнăçа кĕртме республика хыснинчен укçа-тенкĕ уйăрĕç.

- Çак проект нумай çул хушши пурнăçа кĕрет, вăл - чи ăнăçлисенчен пĕри. Республика бюджедĕнчен пуçаруллисене, çынсене тÿреммĕн пырса тивекенисене пулăшу паратпăр. Муниципалитетсемпе спонсорсем тата вырăнти халăх та укçа-тенкĕ уйăрать. Проекта хутшăнса çĕнтернисене саламлатăп, палăртнине ăнăçлă пурнăçа кĕртме сунатăп, - тенĕ Радий Фаритович.

Çак нухрата тата вырăнсенче халăх пухнă, спонсорсем уйăрнă укçа-тенке мĕн валли тăкаклĕç? Комисси суйласа илнĕ проектсен шутне вилнĕ çынсене пытарнă вырăнсене, культурăпа кану объекчĕсене, вĕрентÿ учрежденийĕсене, палăксемпе çулсене юсаса çĕнетесси, шыв пăрăхĕсем хурасси, ятарлă техника туянасси, ача-пăча лапамĕсем йĕркелесси, урамсене çутăпа тивĕçтересси, çуп-çап пуçтарассипе вĕсене кирлĕ вырăна илсе çитересси кĕрет.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас