

Асăннă композицие уçассипе çыхăннă церемоние ПР Правительствин премьер-министрĕн çумĕ Ирек Сагитов тата Туймазă район администрацийĕн пуçлăхĕ Булат Мусин хутшăннă. Вĕсем палăк пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса хăварнă. Çавăн пекех пухăннисен умĕнче РФ Инкеклĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстан Республикинчи Тĕп управлени ертÿçин тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Эдуард Идрисов тата Раççейри Инкеклĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстанри ветеранĕсен Канашĕн председателĕ Валерий Марванов тухса сăмах каланă.
Палăка уçма Ирек Сагитова, Булат Мусина, 12-мĕш пушарпа çăлавçă отрячĕн ветеранĕсене Руслан Миндияровпа Николай Федорова ирĕк панă.
Мероприяти вĕçĕнче Эдуард Идрисов 12-мĕш пушарпа çăлавçă отрячĕн уйрăм йышне медальсемпе тата кăкăр çине çакмалли паллăсемпе наградăланă. Валерий Марванов ветерансене «Инкеклĕ лару-тăру министерствин ветеранĕ» тата «Фронта пулăшу» медальсем парса чысланă.
Скульптурăна тимĕрпе бетонран тунă, унăн виçи 1 200 килогрампа танлашать. Авторĕ – Магнитогорск хулинчи Сергей Елкин скульптор. Палăка Туймазăри пушарпа çăлавçă гарнизонĕн ĕçченĕсемпе ветеранĕсен пуçарăвĕпе тунă. Вăл республикăн 8 районне пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерĕ.