

Вăл каланă тăрăх, 2025 çулта программа проекчĕсем валли укçа-тенкĕ уйăрассине 100 млн тенкĕ таран ÿстернĕ.
– Регион пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн проектсене пулăшмалли укçа-тенкĕ виçи 600 млн тенкĕрен 700 млн тенке çити ÿснĕ. Пĕтĕмĕшле çĕнтерÿçĕсен проекчĕсем валли 1 миллиард та 119 миллион тенкĕ уйăрĕç. Паянхи кун тĕлне районсемпе хуласен хыснисене субсидисем парасси пирки 400 килĕшÿ тунă. Халăхăн социаллă хастарлăхĕ ÿсни, пурнăç пахалăхне тата социаллă çăмăллăхсене лайăхлатас кăмăл пысăк пулни курăнать, – тенĕ Светлана Малинская.
Республика Пуçлăхĕ Радий Хабиров та программăн пĕлтерĕшĕ регионта пурăнакансемшĕн пысăк пулнине палăртнă.
– Питĕ лайăх проект. Асăннă программа пулăшнипе çынсем хăйсен шухăш-ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртеççĕ. Çак ĕçе малалла тăсăр. Заявкăсем тăрăх тунă йышăнусем тĕрĕс пулни пĕлтерĕшлĕ, – чĕнсе каланă Радий Хабиров çынсене.
Надежда РОДИОНОВА.