+17 °С
Облачно


Иртнĕ кану кунĕсенче вырăнти ял Канашĕн пуçарăвĕпе вĕсем пурте пĕрле субботника тухнă, чиркĕвĕн тăррине юсанă.
Ĕç вĕресе тăнă. Пĕрлехи вăйпа пĕлтерĕшлĕ ĕçе хăвăрт вĕçленĕ. «Айккинче тăрса юлманнисене пысăк тав. Çакă пĕрле эпир ытларах тума пултарнине çирĕплетсе парать», - тесе çыраççĕ ял çыннисем социаллă сетьсенче.
Çакăн йышши пулăмсем чăн-чăн улшăнусем хамăртан, пĕчĕк Тăван çĕршыва юратнинчен пуçланнине çирĕплетеççĕ.
Иглин районĕ, Ивано-Казанка ялĕ.