Вырăнти пуçарулăх
11 Ноября 2025, 05:00

Тинĕскÿлте ача-пăча тата спорт лапамĕ уçнă

Ачасем – пирĕн пуласлăх. Вĕсенчен кашни хăйĕн тĕрĕс çул-йĕрне тупма пултарни уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Аслисем ача çитĕнсе пынă май пур енлĕн аталанса пырса çемьешĕн те, çĕршывшăн та юрăхлă та усăллă çын пулса ÿстĕр тесе мĕнпур условисем туса пама тăрăшаççĕ.

Тинĕскÿлте ача-пăча тата спорт лапамĕ уçнăТинĕскÿлте ача-пăча тата спорт лапамĕ уçнă
Тинĕскÿлте ача-пăча тата спорт лапамĕ уçнă

Кармаскалă тăрăхĕнчи Тинĕскÿл ялĕнче ачасене выляма, вăхăчĕсене усăллă ирттерме, хул-çурăмĕсене тĕреклетме ку таранччен ятарлă вырăн пулман. Ача-пăча лапамĕ тăвасси вара яланах ĕмĕтре пулнă темелле. Ку тĕлĕшпе ял халăхĕпе вырăнти власть хушшинче те пĕршухăшлăх пулни ыйтăва çăмăллăнах татса пама пулăшнă та.

Ноябрь уйăхĕн 5-мĕшĕнче Тинĕскÿл ялĕнче чаплă лару-тăрура çĕнĕ ача-пăча тата спорт лапамĕ уçнă. Асăннă проект Вырăнти пуçарусене пулăшу памалли программа шайĕнче пурнăçа кĕнĕ. Паллах, пархатарлă ĕçе ял çыннисем те укçа-тенкĕ енчен пысăк тÿпе хывнă.  

Ача-пăча лапамне уçассипе çыхăннă мероприятие пĕчĕк хăнасем хаваспах хутшăннă.  Хĕрлĕ хăйăва кĕçĕн класс ачисемпе Тинĕскÿл ял хутлăх администраци пуçлăхĕ Наталья Иванова каснă. Хĕрлĕ, кăвак, сарă, шурă тĕссемпе Тинĕскÿл ялне аякранах çутă сăн парса ларакан лапамра хĕр ачасемпе арçын ачасен савăнăçлă сасси чылай вăхăт янранă. Кунта вĕсем вылянă, ярăннă, хул-çурăмĕсене тĕреклетнĕ. Унсăр пуçне вырăнти культура çурчĕн ĕçченĕсем пĕчĕк хăнасем валли пылак кучченеçсемпе интереслĕ парнесем хатĕрленĕ. Наталья Александровна пархтарлă ĕçе хастар хутшăннисене, пуçару ушкăнĕн пайташĕсене, Дипломсем парса тав тунă.

Юлашки çулсенче ялсенчи пурнăç палăрмаллах улшăнни сисĕнет. Тăрăшуллă тата мал ĕмĕтлĕ çынсем унта та хуларинчен кая мар пурăнаççĕ. Çакна ачасем те курса тата туйса ÿсеççĕ. Пĕчĕкренех вĕсене валли вырăнта меллĕ условисем туса пани çитĕнсен вĕсенче те ялтах юлас туртăм вăйланасса шанатпăр.   

Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл ялĕ.

Тинĕскÿлте ача-пăча тата спорт лапамĕ уçнă
Тинĕскÿлте ача-пăча тата спорт лапамĕ уçнă
Тинĕскÿлте ача-пăча тата спорт лапамĕ уçнă
Тинĕскÿлте ача-пăча тата спорт лапамĕ уçнă
Тинĕскÿлте ача-пăча тата спорт лапамĕ уçнă
Тинĕскÿлте ача-пăча тата спорт лапамĕ уçнă
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас