Вырăнти пуçарулăх
26 Декабря 2025, 04:00

Хул-çурăма çирĕплетмелли тата канмалли вырăн пулĕ

Декабрь уйăхĕн пуçламăшĕнче Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче савăнăçлă лару-тăрура çĕнетнĕ Çĕнтерÿ мемориалне уçасси иртрĕ. Асăннă мемориал – пирĕн ентешсен, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсен астăвăмне упрамалли вырăн.

Хул-çурăма çирĕплетмелли тата канмалли вырăн пулĕХул-çурăма çирĕплетмелли тата канмалли вырăн пулĕ
Хул-çурăма çирĕплетмелли тата канмалли вырăн пулĕ

Ял халăхĕ пуçарнипе тата вырăнти пуçарусене пулăшса пыракан программăра (ППМИ) çĕнтернипе кăçал çак палăка юсаса çĕнетме май килчĕ. Тавах проекта ырланă пур çынна та. Паттăрсем ĕмĕрех асра пулĕç.

 
Эпир çитес 2026 çулта та вырăнти пуçарусене пулăшса пыракан программăна хутшăнма палăртатпăр. Вырăнта пурăнакансемпе калаçнă, ял халăхĕ хушшинче ыйтăм ирттернĕ хыççăн чылайăшĕ Слакпуç ялĕнчи К.В. Иванов урамне тренажерсем лартма сĕнчĕ. Асăннă объект кирек камшăн та, çулĕсене пăхмасăр, хул-çурăма çирĕплетмелли тата канмалли вырăн пулĕ.
 
Ольга ЕГОРОВА, Слакпуç ял хутлăх админстраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан. 
Пелепей районĕ.
  
Хул-çурăма çирĕплетмелли тата канмалли вырăн пулĕ
Хул-çурăма çирĕплетмелли тата канмалли вырăн пулĕ
Хул-çурăма çирĕплетмелли тата канмалли вырăн пулĕ
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас