Урал сасси
+24 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
21 Июнӗн 2021, 12:02

Темиçе районта вăрман çуннă

Пушкăртстан территоринче талăк хушшинче 1,45 гектар çĕр лаптăкĕ çинче виçĕ вăрман пушарĕ пулса иртнĕ

Пушкăртстан территоринче талăк хушшинче 1,45 гектар çĕр лаптăкĕ çинче виçĕ вăрман пушарĕ пулса иртнĕ.  ПР Инкеклĕ ĕçсен министерствин пресс-службин даннăйĕсем тăрăх, пĕтĕмĕшле 0,45 гектар вăрман лаптăкĕ çинче икĕ пушар вучахĕ сÿнтернĕ: Белорецк районĕнче 0,4 гектар, Учалă районĕнче 0,05 гектар çĕр лаптăкĕ çинче. Халĕ Кугарчă районĕнче (17,8 гектар) тата Зилаир районĕнче (1 гектар) çĕр лаптăкĕ çинче икĕ вăрман пушарĕн вучахĕ алхасать. Пушар сÿнтерекенсем çулăм сарăлассине чарнă.

«Хула-ялсене, ача лагерĕсене вут хыпса илес хăрушлăх çук, вĕсен тавра çĕре алса тухнă», - пĕлтернĕ ведомствăра.

Баймак тата Хайбулла районĕсенче июнь уйăхĕн 21-мĕшĕнче пушар хăрушлăхĕн чрезвычайлă класне лартнă.

Темиçе районта вăрман çуннă
Темиçе районта вăрман çуннă
Читайте нас: