Урал сасси
+24 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
21 Июнӗн 2021, 12:05

Утмăл пĕр тонна ытла суя сыр тупнă

Республикăри Россельхознадзор Управленийĕн специалисчĕсем паллă мар сĕт продукцине асăрханă. Вĕсем к

Республикăри Россельхознадзор Управленийĕн специалисчĕсем паллă мар сĕт продукцине асăрханă. Вĕсем каланă тăрăх, 500 килограмм тавар Мускаври «Дана Фиш Плюс» ООО маркăпа тухнă. «Меркурий» мониторинг ушкăнĕпе килĕшÿллĕн апата Тутарстанра туса кăларнă.

«Тĕпчев даннăйĕсем тăрăх, 2021 çулхи март уйăхĕнче «Милкопт» ООО (Высокогорск районĕ, Сая ялĕ) туса кăларнă 40 килограмм сыра Хусанти «Севен Групп» ОООран Зеленодольскри «Пилигрим-М» ООО адресĕпе ăсатнă. Малалла «Пилигрим-М» ОООн шаннă çынни  продукцин калăпăшне 62 033, 534 килограма çитерни çинчен çырни пур. Тата «Севен-Групп» ООО адресĕпе çĕнĕ ветеринари сертификачĕсем хатĕрленĕ. Çак майпа сутлăха 61 993,534 килограмм паллă мар сыра тăратнă», - тесе çырнă Пушкăртстанри Россельхознадзор пĕлтерĕвĕнче.

Малашне продукцие сутлăха саккунсăр тăратассинчен сыхланса «Ветис. Паспорт» компонентĕнче «Пилигрим-М» ООО шаннă çыннин регистрацине пăрахăçланă.

Утмăл пĕр тонна ытла суя сыр тупнă
Утмăл пĕр тонна ытла суя сыр тупнă
Читайте нас: