Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
28 Июлӗн 2021, 11:24

Хушăлкари чиркÿре литурги ирттернĕ

Юн кун 2021 çулхи июль уйăхĕн 14-мĕшĕнче, Пятидесятницăн 4-мĕш седмицинче, Рим хулинче хур курнă Космăпа Дамиан çветтуйсене асра тытса Салаватпа Кумертау хулисен Преосвященнăй епископĕ Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка ялĕнчи чиркÿре Турăлла литурги ирттернĕ.

Хушăлкари чиркÿре литурги ирттернĕ
Хушăлкари чиркÿре литурги ирттернĕ

Ăна Пишпÿлек округĕн сăваплă Владимир Егармин иерейĕ, чиркÿ настоятелĕ Георгий Исмагилов протоиерей пулăшнă.
Пачăшкана пулăшакансене Олег Логинов протодьякон ертсе пынă, ăна Николай Иванов тияккăн пулăшнă.
Литурги вăхăтĕнче Украинăра тăнăç пурнăç йĕркеленессе, кăшăлвирус пандеминчен хăтăлассине ыйтса кĕлĕсем вуланă. Кĕл тунă вăхăтра чиркĕвĕн хорĕ юрланă.
Литурги вĕçленсен вилнисене асăнса кĕлĕ вуланă. Кăнтăрлахи апат хыççăн Владыка чиркÿри тата килнĕ çынсемпе монах Иванăн çветтуй çăлкуçне нумай çухрăмлă хĕресле çул хывнă.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Пишпÿлек районĕ, Хушăлка ялĕ.

Хушăлкари чиркÿре литурги ирттернĕ
Хушăлкари чиркÿре литурги ирттернĕ
Хушăлкари чиркÿре литурги ирттернĕ
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: