Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
22 Октябрӗн 2022, 14:30

Халăх календарĕ мĕне вĕрентет?

Халăх календарĕпе паян -  Якку кунӗ. Вутӑ хатĕрлеме вӑхӑт ҫитнӗ. Хресченсем хӗл каҫмалӑх вутӑ татса ҫурса купаланӑ. Вӑрмана вутта кайсан чӳк тунӑ, вӑрман "хуҫисенчен" вутӑ хатӗрлеме ирӗк ыйтнӑ. Хӗрарӑмсем вара юлашки хут кӑмпана кайнӑ,  Якку кунӗ хыççăн  урӑх ҫӳремен.

Халăх календарĕ мĕне вĕрентет?
Халăх календарĕ мĕне вĕрентет?

 Паянхи кун кил-ҫуртра юсав ӗҫӗсем ирттерме сӗнмен - укҫа енчен йывӑрлӑх тӳсмелле пулать тенӗ. Ҫӗнӗ тум ҫӗлеме е киввине саплама юраман - ҫывӑх кунсенче суранланасси пулать тенӗ. 

Паянхи кун никампа та тавлашман, вӑрҫӑнман - ҫемьери "телей кайӑкӗ" сивӗнесрен хӑранӑ. Паянхи каҫ тӗлленнӗ тӗлӗке никама та каласа памалла мар тенӗ.  

 Халăх сăнанинчен:

 - Якку кунне ирех ҫумӑр ҫусан каҫ кӳлӗм юр ҫӑвасса кӗт тенӗ.

 - Паянхи кун юр ҫусан ҫулталӑк ӑнӑҫлӑ пулать тенӗ.

-  Паян шыв кӳленчӗкӗсем пӑрпа витӗнсен кӗркунне вӑраха тӑсӑлса каять тенӗ.

 Ырӑ та кӑмӑллӑ шӑматкун сунатпăр сире! Кану кунĕсене аван ирттерӗр! 

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: