Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
27 Октябрӗн 2022, 11:10

Праски кунĕ

Халăх календарĕпе паян Праски (Параскева) кунӗ.  Праски кунӗнче хӗрарӑмсем ал ӗҫӗпе тӑрӑшма тытăннӑ: йӗтӗне ҫемҫетнӗ, кӗпе-йӗм ҫӗленӗ, ҫыхнӑ, арланӑ.   Праски - пулас амӑшӗсен хӳтĕлевҫи. Ҫак кун хӗрарӑмсен ҫӳҫ турама юраман.

Праски кунĕ
Праски кунĕ

Чирлесрен асӑрханса ҫак йӗркене уянӑ. Праски кунне юрлама, ташлама, ахӑлтатса кулма юраман. Ҫакна пӑхӑнманскерсем ватлӑхра чылай куҫҫуль тӑкӗҫ тенӗ.  

 Ачасене паянхи кун ҫума тӑрӑшман, чирлесрен хӑранӑ.  Аякри ҫула тухма, ҫӗнӗ ӗҫ пуҫлама тӑхтамалла.  Ырӑ та кӑмӑллӑ кун сунатпӑр сире, тӑванӑмӑрсем! 

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: