Урал сасси
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
31 Октябрӗн 2022, 08:55

«Национальность. ru» кăларăмра Пушкăртстана кăтартаççĕ

«Национальность. ru» тревел-проектăн (çĕршыври халăхсем çинчен вырăна тухса каласа паракан телекăларăм) ертÿçи Екатерина Мускатова хăйĕн пултарулăх ушкăнĕпе пирĕн илемлĕ республикăна çитсе пушкăрт халăхĕн культурипе тата йăли-йĕркипе паллашнă, телесюжетсем ÿкернĕ.

«Национальность. ru» кăларăмра Пушкăртстана кăтартаççĕ
«Национальность. ru» кăларăмра Пушкăртстана кăтартаççĕ

Программăна хутшăнакансем республикăра кăмăса мĕнле туни, хăнасене мĕнпе сăйлани çинчен каласа, кăтартса панă. Наци тумĕпе паллаштарнă, качча каякан хĕрĕн туй йали-йĕркине чăн пурнăçри пек уçса панă. Мускав хăнисем тата нумай кăсăк пулăмсемпе япаласене хăйсен куçĕпе курса хак панă.

Кăларăма интернетра çак адреспа пăхма пулать:

  https://vk.com/nationalityru - https://zen.yandex.ru/nationalityru - https://www.youtube.com/c/nationalityru - https://rutube.ru/channel/25309004/ - https://ok.ru/group/61675090804821.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: