Урал сасси
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
17 Ноябрӗн 2022, 18:05

Пишпÿлекри «Кĕр сăрине» районти мĕнпур чăваш ялĕсем пухăннă

Ноябрь уйăхĕн 11-мĕшĕнче Пишпÿлекри Культура керменĕнче йăлана кĕнĕ «Кĕр сăри» чăваш наци культурин уявĕ иртнĕ. Праçникĕн тĕллевĕ - чăваш культурине тарăнрах пĕлес туйăма халăх хушшинче сарасси. Вăл хăй тавра чăваш культурине юратакансене, Пишпÿлек районĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакан пултаруллă çынсене пухнă.

Пишпÿлекри «Кĕр сăрине» районти мĕнпур чăваш ялĕсем пухăннă
Пишпÿлекри «Кĕр сăрине» районти мĕнпур чăваш ялĕсем пухăннă

Ĕлĕкрех вăл çĕр ĕçĕпе пурăннă халăхăн тухăçа пÿлмене пуçтарса кĕртнине сăнлакан уяв пулнă. Çĕнĕ тырăран çăкăр пĕçернĕ, сăра вĕрентнĕ, турăсенчен пуриншĕн те сывлăх, çителĕклĕ пурнăç, пушарсенчен, тăшмансенчен тата çут çанталăк инкекĕсенчен хÿтлĕх ыйтнă.

Чăвашсем те ытти халăхсем пекех хăйсен наци уявĕсене сума сăваççĕ, ĕлĕкхи ырă йăласене сыхласа хăварма тăрăшаççĕ. «Кĕр сăри» хресчен ĕçĕн хăйне евĕрлĕ гимнĕ шутланать. Çĕнĕ тухăçа сăвапламалли уявра авалхи йăласене пăхăнса, юрăсем юрласа тĕрлĕ апат пĕçернĕ, сăра вĕретнĕ, вĕсемпе тус-тăвансене хăналанă.

Пишпÿлек район администраци пуçлăхĕн çумĕ Алексей Данилов тата районти чăвашсен Канашĕн председателĕ Сергей Михайлов фестивале хутшăнакансен умне тухса сăмах каланă. Вĕсем «Кĕр сăрине» пухăннисене уяв ячĕпе саламланă, конкурсра çĕнтерме суннă.

Культура керменĕн фойинчи наци апачĕпе тулнă сĕтелсем авăнса ларнă. Вĕсене хăйпултарулăх ушкăнĕсем хатĕрленĕ. Кунта кашнийĕ чăваш кухнин апачĕпе ĕçмине тутанса пăхма пултарнă: шÿрпе, шăртан, хуплу, хуран кукли, сăра тата ытти те.

Чи интереслĕ конкурссенчен пĕри чăваш ĕçмине вĕретме пĕлекен ăстаçăсен хушшинче иртекенни шутланнă. Вĕсен ĕçне уяв хăнисем хак панă, чи тутлă сăрана тупса палăртнă. Кăмăла кайнă сăрашăн сас парас тесен ятарлă жетона сасăлав валли хатĕрленĕ ещĕке ямалла пулнă. Юлия Данилова (Пăслăк ялĕ), Светлана Ильмурзина (Çирĕклĕ), Наталия Ковальцова (Хушăлка), Юлия Матвеева (Кистенлĕпуç), Наталья Плотникова (Ситекпуç), Любовь Андреева (Кистенлĕ), Людмила Игнашова (Ситек), Клавдия Егорова (Пишпÿлек), Валентина Саливанова (Мелеспуç ялĕ) асăннă конкурсра хăйсен ăсталăхне кăтартнă.

Конкурс пĕтĕмлетĕвне шута илсе жюри членĕсем йышăну тунă, унта хутшăнакансене дипломсемпе сертификатсем парса хавхалантарнă. «Кĕр сăри» район конкурсĕнче Юлия Данилова (Пăслăк ялĕ) l вырăн йышăннă, Наталья Плотникова (Ситекпуç) - иккĕмĕш, Людмила Игнашова (Ситек) виççĕмĕш пулнă.

Юрă-кĕвĕсĕр епле уяв ирттĕр-ха? Халăх юратнă юрă-кĕвĕсене фестивале хутшăнакансем шăрантарнă. «Мерченпе» «Çăлкуç» чăваш халăх фольклор ансамблĕсем, «Çăлкуç юррипе» «Тăванлăх», «Шуçăм» фольклор коллективĕсем, «Родные напевы», «Çăлкуç», «Чашлама» тата «Илем» вокал ушкăнĕсем, Ирина Игнатьева уйрăм юрăç тата «ШУТ» тĕслĕхлĕ ташă ансамблĕ (ертÿçи – Елена Давыдова) хăйсен пултарулăхĕпе уява пухăннисене савăнтарнă.

Пултарулăх ушкăнĕсемпе солистсем хаваспа юрланă тата ташланă. Сцена çинче тăван çĕре юратнине, хисепленине сăнлакан юрăсем янăранă. Çак кун хăйне еверлĕ сцена тумĕсем, наци колоричĕ, уява хутшăнакансемпе хăнасен хавас кăмăлĕ тарăн йĕр хăварнă. Артистсене тăвăллăн алă çупса кĕтсе илни çунат хушнă. Куракансем вĕсен пултарулăхне тивĕçлипе хак панă. Фестиваль хăнисем чунĕсемпе каннă.

Чăваш ĕçмипе çыхăннă уяв наци культурин, халăх йăли-йĕркин хăйне евĕрлĕхне, чăвашсен йăли-йĕрки сыхланса юлнине тата аталаннине кăтартса панă.            

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: