Урал сасси
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
14 Апрелӗн 2023, 18:00

Мăнкун çăмартисене мастер-класра илемлетме вĕреннĕ

Чи аслă та таса уявпа, Мăнкунпа, çыхăннă йăласем нумай: пĕр-пĕрне парне параççĕ, сĕтел çине илемлетеççĕ, тутлă апатсем пĕçереççĕ, çăмарта сăрлаççĕ.

Мăнкун çăмартисене мастер-класра илемлетме вĕреннĕ
Мăнкун çăмартисене мастер-класра илемлетме вĕреннĕ

Апрель уйăхĕн 13-мĕшĕнче, Çутă Мăнкун умĕн, Чекмагуш районĕнчи Юмаш ялĕнчи вулавăшра библиотекарь пулса вăй хуракан Альбина Сайдякова нумай функциллĕ клуб ĕçченĕсемпе пĕрле Мăнкун çăмартине сăрлассипе мастер-класс йĕркеленĕ.

Аслисем ачасене ĕлĕкхи йăлапа паллаштарнă, вăл мĕнпе çыхăннине ăнлантарса панă. Çавăн пекех тĕрлĕ эрешсемпе илемлетнĕ çăмартасен сăн ÿкерчĕкĕсене кăтартнă. Халĕ тĕрлĕ мелпе усă курса çăмарта сăрлаççĕ, ятарлă хатĕрсемпе (наклейкăсем, термонаклейкăсем, вак шăрçасем, фольга) илемлетеççĕ. Мастер-класа ертсе пыракансем пухăннисене «декупаж» стилĕпе паллаштарнă, ăна пăхăнса çăмарта сăрлама вĕрентнĕ.

Шкул ачисем хаваспах салфеткăсемпе тата желатинпа усă курса халăх йăли-йĕркине «путнă». Мăнкун çăмартисем илемлĕ пулса тухнă. Ачасем килĕсенче те «декупаж» стилĕпе усă курассине, çак техникăна ашшĕ-амăшĕсене вĕрентессине палăртнă.  

Мăнкун çăмартисене мастер-класра илемлетме вĕреннĕ
Мăнкун çăмартисене мастер-класра илемлетме вĕреннĕ
Мăнкун çăмартисене мастер-класра илемлетме вĕреннĕ
Мăнкун çăмартисене мастер-класра илемлетме вĕреннĕ
Мăнкун çăмартисене мастер-класра илемлетме вĕреннĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: