Урал сасси
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
7 Майӑн 2023, 16:45

«Тăван кил ăшши» - туслăхпа килĕшÿ тĕлпулăвĕ

Çак кунсенче Ĕпхÿ хулинче Пĕчĕк тăван çĕршывшăн тумалли усăллă ĕçсен çулталăкне халалласа  «Атайсал – ентешлĕхĕн вăйĕ» (Атайсал – сила землячества») республика форумĕн шайĕнче «Тăван кил ăшши» çавра сĕтел иртнĕ.

«Тăван кил ăшши» - туслăхпа килĕшÿ тĕлпулăвĕ
«Тăван кил ăшши» - туслăхпа килĕшÿ тĕлпулăвĕ

Форума республикăри тĕп хахăхсен тата наципе культура пĕрлĕхĕсен (вĕсем 40 ытла) тата историпе культура центрĕсен (вĕсем 26) ертÿçисем  хутшăннă. Пухăннисем Пушкăртстанри халăхсен культуринче тата ăс-хакăл енчен пăхсан «кил» сăмахăн пĕлтерĕшне хак панă, унпа çыхăннă чылай ыйтусене сÿтсе явнă. Тăван кил кашни çыншăн уйрăмах паллă вырăн йышăнать – «тăван килте телейлĕ çын - чăн-чăн телейли» тесе халăхра ытахальтен каламаççĕ-тĕр. Кашни халахăн тăван кил, тăван йăва, атте-анне килĕ пирки уйрăм шухăшлав, уйрăм ăнлану, анчах та вăл пирĕншĕн чун-чĕм (духовный) пуянлăхĕ.

Çавра сĕтеле уçнă май ПР культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ Наталья Лапшина РФ Президенчĕн Владимир Путинăн сăмахĕсене аса илнĕ: «…культура вĕрентÿпе, çут ĕçĕпе пĕрле пирĕн çĕршыври çыннăн капиталне калăплать. Вăл пирĕн истори никĕсĕн, наци характерĕн пайĕ пулса тăрать. Çавăнпа та патшалăхăн культура политики пурнăçăн пур енне те шута илмелле, йăла-йĕрке хаклăлăхĕсене упраса хăварма, тăван çĕршывпа тарăн ăс-тăн çыхăнăвĕсене çирĕплетме пулăшмалла…».

Мероприяти вăхăтĕнче çÿлерех асăннă темăпа республикăри пушкăрт, вырăс, марий, тутар, белорус, удмурт, мишар  историпе культура центрĕн ертÿçисем тухса калаçнă. Çавăн пекех Пушкăртстанри Халăхсен ассамблейин наципе культура центрĕсен  пуçлăхĕсем сăмах илнĕ. ПР чăвашсен Канашĕн председателĕ Ирина Сухарева истори наукисен докторĕ «Атте килĕ: йăла-йĕркесем тата çирĕпленнĕ йĕркесем» («Отчий дом: традиции и обычаи») темăпа доклад тунă.

«Атайсал - ентешлĕх вăйĕ» форумра Халăхсен туслăхĕ марафон çула тухнă, Юрта – вăхăт капсулин хăтлавĕ иртнĕ. Юрта капсулине алăран алла парассине те йĕркеленĕ. Çулталăк тăрăшшĕпе историпе культура центрĕсенче тата наципе культура центрĕсенче ПР Халăхсен туслăх çурчĕ 30 çул тултарнине халалласа мероприятисем иртĕç. Пуçласа юртăна Ĕпхÿ районĕ йышăннă, май уйăхĕн 27-мĕшĕнче кунта хăнасене «В Красном Яре были мы» авалхи вырăс юррисен фестивалĕ йышăнĕ.

Форумра алĕç ăстисен хăйне евĕр шоу-куравне те йĕркеленĕ. Кунта чăвашсен чысне Кармаскалă районĕнчи Суук Чишмари чăваш историпе культура центрĕн тĕп специалисчĕ Светлана Матвеева ăнăçлă хÿтĕленĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

«Тăван кил ăшши» - туслăхпа килĕшÿ тĕлпулăвĕ
«Тăван кил ăшши» - туслăхпа килĕшÿ тĕлпулăвĕ
«Тăван кил ăшши» - туслăхпа килĕшÿ тĕлпулăвĕ
«Тăван кил ăшши» - туслăхпа килĕшÿ тĕлпулăвĕ
«Тăван кил ăшши» - туслăхпа килĕшÿ тĕлпулăвĕ
«Тăван кил ăшши» - туслăхпа килĕшÿ тĕлпулăвĕ
«Тăван кил ăшши» - туслăхпа килĕшÿ тĕлпулăвĕ
«Тăван кил ăшши» - туслăхпа килĕшÿ тĕлпулăвĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: