Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
4 Июнӗн 2023, 20:00

Çимĕк

   Чăвашсен пысăк уявĕ – çимĕк вилнисене масар çинче асăнмалли кун. Çак уяв питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ, ăна ирттерме темиçе кун малтан пÿрт-çурта тасатнă, апат-çимĕç хатĕрленĕ, мĕнпур тăван пуçтарăннă, вăйă юррисем юрлама хатĕрленнĕ.

Çимĕк
Çимĕк

          Авалхи йăла-йĕркене тытса пыма астутарса, Мияки районĕнчи Кекен ялĕнче Çимĕкре мĕнле юрăсем юрланипе вулакансене те паллаштарас килет. Тен, вăл юрăсем кама та пулсан килĕшĕç, мĕне те пулсан аса илтерĕç, камăн та пулсан юрлас кăмăл çуралĕ.

         Эх! çав уяв юррисем! Таçтан-таçтан аса килсех тăраççĕ-çке. Çимĕк каçĕ каччăсемпе хĕрсем карталана-карталана пĕр васкамасăр, илемлĕ кукăртса, çаврăна-çаврăна юрланă вĕсене.

 

Кекен çырми, Кекен çырми,

Кекен çырми кукринче      

Вĕçрĕç  анчĕç, вĕçрĕç  анчĕç

Шурă акăш чĕпписем.

 

Юхрĕç кайрĕç, юхрĕç кайрĕç   

Кекен çырми тăршшине.

Вĕçрĕ килчĕ, вĕçрĕ килчĕ

Таçтан хура хурчăка.

 

Тапрĕ кайрĕ, тапрĕ кайрĕ

Шурă акăш чĕппине.

Юн юхтарчĕ, юн юхтарчĕ

Хĕрлĕ çыран тăрринче.   

 

Тĕкне татрĕ, тĕкне татрĕ

Çеçен хирĕн варринче.    

Атьăр хĕрсем, атьăр хĕрсем,

Çеçенхире тĕк пухма.

 

Тĕкне тÿшек, тĕкне тÿшек,

Тĕкне тÿшек тăвăпăр.

Малтан пухса, малтан пухса    

Мамăк минтер тавăпăр.   

 

Шур кĕлете, шур кĕлете   

Вырăн сарса хурăпăр.

Ая тÿшек, ая тÿшек,

Ая тÿшек сарăпар.

 

Пуçелĕке, пуçелĕке

Мамăк минтер хурăпăр.

Çине çитти, çине çитти

Пурçăн çитти витĕпĕр.

 

Вырăн тавра, вырăн тавра

Чĕнтĕр чаршав карăпăр.

Чаршав айне, чаршав айне

Хĕрпе качча лартăпăр.

 

Сарă каччă, сарă каччă

Сар ачапа вăй вылять.

         Хĕрпе каччă, хĕрпе каччă

         Хĕрпе каччă хушшинче.

 

         Пурçăн тутăр, пурçă тутăр

         Пурçăн тутăр варринче

         Кĕмĕл çĕрĕ, кĕмĕл çĕрĕ.

         Кĕмĕл çĕрĕ çуталать.

        

          Кĕмĕл çĕрĕ, кĕмĕл çĕрĕ,

         Кĕмĕл çĕрĕ çутипе

         Путене чĕппи, путене чĕппи

         Путене чĕппи чун хушать.

        

          Сарă хĕрпе, сарă хĕрпе

         Пĕр минтерпе выртăпăр.

         Хура хĕрпе, хура хĕрпе

         Тапкалашса çыврăпăр.

        

           Ачи шурă, ачи шурă,

         Ачи шурă ан тейĕр.

          Хĕр çумĕнче, хĕр çумĕнче

         Хĕр çумĕнче хĕрелет.

 

         Ар çумĕнче, ар çумĕнче

         Ар çумĕнче саралать.

         Савнă каччă килĕнче

         Сарă ача çуралать.

 

        Çимĕк уявĕ çинчен мĕн пĕлетпĕр?

 

- Çимĕк уявĕ пиртен тухнă йăла мар, вилнисене масар çине кайса асăнмалли уяв ик-виç пин çул авалах, мăн асаттесем Ази çĕршывĕн çĕрĕсенче пурăннă вăхăтрах, XVIII ĕмĕртех никĕсленсе кайнă.

- Мăнкун хыççăн çичĕ эрнерен чăваш çимĕкĕ пулса иртет.

- Çимĕк эрнинче кĕçнерни кун Аслă çимĕк туса ирттернĕ. Çимĕк эрни тепĕр кĕçнерни кун тухнă, вăл куна Кĕçĕн çимĕк тенĕ.

-  Шăмат кун масар çине кайнă. Халь вырăссен Троиципе пĕр вăхăтра ирттерме пуçласан, çимĕке вырсарни кун ирттереççĕ.

- Икерчĕ  пĕçернĕ, чи пирвайхи икерче алăк умне хывнă,

- Çимĕкченех сăра тунă, ăна ĕçмелли сăраран уйрăм хатĕрленĕ, сăра тунă чух чи малтан ваттисене хывнă, кăнтăрла çитсен пĕтĕм кил-йыш масар çине вилнĕ тăванĕсене асăнма кайнă.

- Апат-çимĕçпе, сăрапа, эрехпе ваттисене хывнă чух, «Тутă çÿрĕр»,- тенĕ.

- Эрех савăчĕсене лартса хăварнă.

- Асăнсан, макăрсан хуллен-хуллен саланнă чух çĕр çĕмĕрсе кайман, пытарма кайнă чухнехи пек утнă, мĕншĕн тесен вилесем, ăсатма тухнисем, ăсанса юлаймасăр тăванĕсемпе пĕрле пыраççĕ тенĕ. «Йăла йăлах пултăр, виле масар çинчех пултăр. Йăлана пăсма юрамасть. Масар çинче виле пултăр, куç умĕнче чĕрри тăтăр» тенĕ.

 - Çимĕкчен ача-пăчан çичĕ тĕрлĕ кĕпçе тупса çимелле тенĕ.

- Авалхи этемсем çимĕкчен çиччĕ шыва кĕнипе те мухтаннă тет.

- Çимĕк каç ача-пăча ашкăннă, хапхасене сÿтнĕ, пĕрене куписене сапаласа хăварнă, ĕнесене улăштарнă, саксене урăх çĕре кайса пăрахнă, кÿршĕсен вуттине вăрласа мунча хутнă.

 -Тул çутăличчен мунча хутса янă. Чи малтан  вилнисене çĕнĕ милĕкпе мунча кĕртнĕ, унтан хăйсем çапăннă та çитмĕл те çичĕ тĕслĕ курăк шывĕпе çăвăнса тасалнă.

- Мунча хыççăн вĕр-çĕнĕ кĕпе-йĕм тăхăннă. «Мăнкун кĕпи шурă пултăр, çимĕк кĕпи çĕнĕ пултăр» тенĕ.

- Хĕрсем çимĕкре пуç кăшăлĕсем туса шыва янă. Пуç кăшăлĕ юхса кайсан, хĕр кăçалах качча тухать тенĕ, пĕр вырăнта тăп! тăрсан, каяймасть тенĕ.

- Чăваш туйĕ çимĕкре пуçланнă.

         _-Кĕçĕн çимĕке ăсатса яриччен çамрăксем вăййа тухнă, вăйă юррисене карталанса юрланă, сăвă-юрă шăрантарнă, çакăн пекрех такмаксем такмакланă:

 

Алла тытрăм балалайка,

Пĕр-ик сăвă калам-ха.

Сана, тантăш,  юратса

Таш ташласа парам-ха.   

 

Шур чĕрçитти кĕсйине     

Мăйăр ярассăм килет,

Ак çакăнта юрламана

Чулпа ярассăм килет.

 

Шапасем урай çăваççĕ

Юпкисене тавăрса.

Таракансем пыл ĕçеççĕ   

Кăмака çинче юрласа.

 

 Шур кĕпене кам тăхăнать,

Тухтăр майри тăхăнать.   

Çынна питĕрех кам çиет,

Çынна çитмен çын çиет.

 

Манăн савни Мускавра    

Кушак кĕтĕвĕ кĕтет.

Ик кушакне кÿлсе ярса     

Мана илмешкĕн килет.

 

Ĕнене те сумалла,

Пăрăва та пăхмалла,

Савни патĕнчен çыру килнĕ

Ăна та вуламалла.

 

Çÿл ту çине вир акрăм,

Çерçи çисе пĕтерчĕ.

Пĕчĕк кăна каччă пурччĕ,

Качака сĕксе вĕлерчĕ.

 

Юрлăр, хĕрсем, юрлăр, хĕрсем,

Юрлани юлать, хĕрсем.

Ак çакăнта юрланисем

Асăнма юлать, хĕрсем!

 

Мелания НИКИФОРОВА.

Мияки районĕ, Кекен ялĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: