Унта хăйсен лапамне хатĕрленĕ историпе культура центрĕсем хутшăннă. Кашниех хăйĕн йăли-йĕркипе, наци кухнипе паллаштарма тăрăшнă. Çавăн пекех уйрăм предпринимательсем те мероприятие йĕркелес ĕçе пысăк тÿпе хывнă.
Наци апатне, 140 килограмм таякан пысăк бэлеш, пĕçересси уявăн кульминацийĕ пулса тăнă. Ăна ятарласа хăпартнă кăмакара, тимĕр çатмара пĕçернĕ. Кил хуçи арăмĕсене 15 кг çăнăх, 40 кг çĕр улми тата 20 кг аш кирлĕ пулнă. Наци апатне уявăн хăнисем тутанса пăхма пултарнă.
Фестивалĕн тĕп лапамĕнче тĕрлĕ халăхсен ĕçми-çимисен хăтлавĕ, наци тумĕсемпе ал ĕçĕсен куравĕ иртнĕ. Çавăн пекех «Хĕрарăм телейĕн территорийĕ» тата спорт лапамĕсем ĕçленĕ. Мероприятие Ĕпхÿри «Нур» патшалăх театрĕн артисчĕсем хăйсен юрри-ташшисемпе илем кÿнĕ.
Унтан фестиваль хăнисем тĕрлĕ халăхсен юрттисене çитсе курнă. Кунта вĕсене наци апачĕсемпе авăнса тăракан сĕтелсем кĕтнĕ. Чăваш юрттине Чекмагуш районĕнчи Юмаш ялĕнчи «Çеçпĕл» чăваш халăх фольклор ансамблĕ хатĕрленĕ. Унăн пайташĕсем хăйсен пултарулăхĕпе, ăсталăхĕпе куракансене тыткăна илме пултарнă. Çапла чăваш картишĕ кĕр! кĕрленĕ. Çакăншăн юмашсем Буздяк район администраци пуçлăхĕн Ильнур Игдиев аллинчен Тав çырăвĕ илме тивĕçнĕ.