-25 °С
Пӗлӗтлӗ
Сурхури – хĕллехи уяв. Çав вăхăтра аслисемпе ачасем тĕрлĕ тумсем тăхăнса пĕр килĕрен тепĕр киле çÿренĕ. Çемьесене килĕшÿпе ăнăçу, тулăх пурнăç суннă, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетĕр, тыр-пул ăнса пултăр тенĕ. Авалхи йăлана пăхăнса эпир те, Ăхпуç ялĕнче пурăнакансем, килсем тăрăх çÿрерĕмĕр. Ырă хуçасем хăнасене тĕрлĕ пылак кучченеçсемпе сăйларĕç. Çапла эпир сахалтан та 14 килле кĕрсе тухрăмăр.
Пурте кăмăллă юлчĕç.
Лия КИРИЛЛОВА, вулавăш ĕçченĕ.