Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
18 Мартӑн , 16:50

Çăварни, çăварни – çăвар тулли икерчи

Март уйăхĕн 17-мĕшĕнче Мияки районĕнчи Суккул-Михайловка ялĕнче пурăнакансем çулталăкри чи хаваслă уявсенчен пĕрне, Çăварние, пысăк йышпа паллă тунă.

Çăварни, çăварни – çăвар тулли икерчи
Çăварни, çăварни – çăвар тулли икерчи

Сивĕ хĕле ăсатма, çуркуннепе савăнма уяв сĕтелĕсем хатĕрленĕ. Авăнса тăракан сĕтелсем çинче мĕнле кăна апат-çимĕç пулман: кукăль-икерчĕ, пÿремеч, йăва тата ытти те. Уява пухăннисене сăмаварпа вĕретнĕ сиплĕ чейпе сăйланă. Тĕп апата, яшкана, Антоновсемпе Микишкинсен çемйисем уçă сывлăшра хуранпа пĕçернĕ.

Мероприяти наци колоричĕпе яр уççăн уйрăлса тăнă. Ял çыннисемпе унăн хăнисем чăваш юрри-такмакĕсене юрланă, ташшисене ташланă. Çитĕннисемпе вĕттисем хаваслă картана тăнă, унтан тĕрлĕ вăйăсем вылянă. Хăюсемпе, шăнкăравсемпе илемлетнĕ лашасем çине ларса катаччи чупнă. «Çăварни карчăккине» çунтарнă май вара хӗле хăйпе пӗрле чир-чӗре, усал-тӗселе илсе кайма ыйтнă.   

Çавăн пекех Çăварни уявне Куюргазă районĕнчи Павловка, Авăркас тăрăхĕнчи Шланлă, Давлекан районĕнчи Чуюнчă-Николаевка, Пелепей тăрăхĕнчи Кивĕ Сименкке ялĕсенче ирттерни çинчен редакцие хыпар çитрĕ.     

Çăварни, çăварни – çăвар тулли икерчи
Çăварни, çăварни – çăвар тулли икерчи
Çăварни, çăварни – çăвар тулли икерчи
Çăварни, çăварни – çăвар тулли икерчи
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: