Урал сасси
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
19 Мартӑн , 12:40

Вăйă-кулăпа икерчĕ çисе хĕле ăсатрăмăр

«Çăварни, Çăварни, çăвар тулли икерчи...» тенĕ ĕлĕкрен пирĕн мăн асаннесемпе асаттесем. Чăн та, Çтерлĕпуç районĕнчи Тетĕрпуç ялĕнче ирттернĕ Çăварни уявĕнче пурин те çăвар тулли икерчĕ çимешкĕн май пулчĕ.

Вăйă-кулăпа икерчĕ çисе хĕле ăсатрăмăр
Вăйă-кулăпа икерчĕ çисе хĕле ăсатрăмăр

Ялта пултаруллă хĕрарăмсем пурăнни мана яланах хавхалантарать, мăнаçлантарать. «Çеçпĕл» ушкăна çÿрекен хĕрсем çак уява йĕркелесе пыма килĕшрĕç. Вĕсем юрăсемпе çеç мар, тĕрлĕрен вăйăсем ирттерсе уява илем кÿчĕç. Кунта ачасемпе ашшĕ-амăшсем пĕр-пĕринпе ăмăртса вăйăсем вылярĕç. Кашни ăмăртура çĕнтерÿçĕсем тĕрлĕ парнесене тивĕçрĕç. Уяв йĕркелÿçисем Çăварни эрнинчи кашни кун мĕне пĕлтерни, ăна мĕнле ирттермелли çинчен те каласа пачĕç.

Юлашкинчен, катемпие çунтариччен, клуба кĕрсе икерчĕ конкурсĕ ирттертĕмĕр. Тутлăран та тутлă икерчĕ пĕçерме пĕлнĕ кил хуçи хĕрарăмĕсен апачĕсем жюрине суйланă арçынсен умне йывăрлăх кăларса тăратрĕç. Чи тутлă икерчĕсене палăртма çăмăл пулмарĕ, анчах та тавлашу чăнлăх патне илсе çитерчех. Тутлă икерчĕ пĕçерессипе Наталья Спиридонована çитекенни пулмарĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Лира Никифоровапа Светлана Афанасьева пайларĕç. Каласа хăварас килет, ытти икерчĕсем те чĕлхене çăтса ямаллах тутлăччĕ.

Ял тăрăх çуна кÿлнĕ лашасемпе ярăнса килнĕ хыççăн пурте тутлă апатпа сăйланма сĕтел хушшине ларчĕç. Уяв йĕркелÿçисене, спонсор пулса укçа-тенкĕпе пулăшнă «Урожай» ООО ертÿçине Ильдар Гаскарова, пухăннă халăха, тутлă апат-çимĕç хатĕрлесе килнĕ кил хуçи хĕрарăмĕсене, ачасене пысăк тав.

Пĕрле пухăнса ирттерекен уявсем халăха пĕр тĕвве пухаççĕ, кăмăла çĕклеççĕ, туслăха çирĕплетеççĕ.

Ирина ПЕТРОВА, вĕрентекен.

Çтерлĕпуç районĕ, Тетĕрпуç ялĕ.

Вăйă-кулăпа икерчĕ çисе хĕле ăсатрăмăр
Вăйă-кулăпа икерчĕ çисе хĕле ăсатрăмăр
Вăйă-кулăпа икерчĕ çисе хĕле ăсатрăмăр
Вăйă-кулăпа икерчĕ çисе хĕле ăсатрăмăр
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: