Мероприятие çывăхри ял çыннисем, Ĕпхÿрен «Элем» чăваш фольклор ансамблĕ, Çтерлĕ хулинчен «Тавах» чăваш юррин халăх ансамблĕ, Йăмран ялĕнчен «Çăлкуç» халăх ансамблĕ, Суук-Чишмари чăваш историпе культура центрĕн хастарĕсем, Пушкăртстан Республикин чăваш культура пĕрлĕхĕн пайташĕсем килсе çитнĕ. Хăнасене «Пилеш» халăх ансамблĕ кĕтсе илнĕ. Уявра тĕрлĕ куравсем йĕркеленĕ, хăнасем кÿлнĕ лаша çунисем çине ларса ярăннă, икерчĕ-кукăльсемпе, кавăнпа вир кĕрпинчен хатĕрленĕ пăтăпа сăйланнă, вĕрен туртса вăй виçнĕ, пулă тытмалла, çăпата ывăтмалла, вутă касмалла вылянă, йывăç кĕлĕпе тăрнаккай (ходули) çинче çÿренĕ, тăвайккинчен кĕнчелепе ярăннă. Сцена çинче вара хаваслă уяв концерчĕ пынă. Йăлана кĕнĕ тăрăх, Çăварни катемпие çунтарнипе вĕçленнĕ.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл ялĕ.