Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
16 Майӑн , 17:40

Ал шăлли – халăх чунĕн тĕкĕрĕ

Куюргазă районĕнчи тĕп библиотека никĕсĕ çинче «Ал шăлли – халăх чунĕн тĕкĕрĕ» онлайн-семинар иртнĕ. Мероприятие районти культура пайĕн ертÿçи Л.Г. Нуриахметова, «Куюргазă районĕнчи Хĕрарăмсен канашĕ» обществăлла организаци ертÿçи В.В. Фросина, «Агиней» районти пушкăрт хĕрарăмĕсен пĕрлĕхĕн председателĕ Т.Р. Малбаева, çавăн пекех вулавăшсенче вăй хуракансем хутшăннă.

Ал шăлли – халăх чунĕн тĕкĕрĕ
Ал шăлли – халăх чунĕн тĕкĕрĕ

Мероприятие онлайн мелĕпе курма кăмăл тăвакансем кулленхи, çав вăхăтрах ĕлĕкхи ал шăллин историйĕпе, ăна чăн-чăн ÿнер хайлавне çавăракан, илем кÿрекен тĕрĕ-эрешсемпе паллашнă.

Чылайăшсем асăннă япалан историйĕ пуян та хăйне евĕрлĕ пулнине пĕлмеççĕ. Халăх йăли-йĕркисемпе килĕшÿллĕн тин çуралнă ачана шурă ал шăллипе кĕтсе илнĕ. Çураçнă хĕр туя хатĕрленсе тĕрлĕ ал ĕçĕ тунă, вĕсене эрешсемпе илемлетнĕ. Асăннă япаласенчен хĕр тупри тăнă та. Çамрăк арăм упăшкин çемйине килсен кил-çурт ăшĕнче тĕрленĕ ал шăллисем çакса-сарса тухнă. Çапла майпа çĕнĕ тăванĕсем унăн ĕçĕсене тивĕçлипе хак пама пултарнă.  Чылай халăхăн культуринче хисеплĕ хăнан хул пуççийĕ урлă ал шăлли çакнă тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ. Унсăр пуçне сабантуйсенче парне туса ал шăлли панă. Паллах, кил-çурт ăшне те унпа илем кÿнĕ.

Семинара йĕркелесе ирттерекенсем тĕрлĕ халăх ал шăллийĕсенчен курав йĕркеленĕ. Кунта уйрăмах чăваш тĕрриллĕ чăваш ал шăллийĕ тыткăна илнĕ. Вĕсене Павловка ялĕнчи вулавăшра вăй хуракан Надежда Алексеева хăйпе илсе килнĕ.  Мĕн тери çыпăçуллă та илемлĕ тĕрленĕ эрешсем! Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай каларăшле: «Чăвашăн çĕр пин юрă, çĕр пин сăвă, çĕр пин тĕрĕ». Музейăн ылтăн çÿпçинчен кăларнă япаласем паллă çыравçă каланă сăмахсемпе паянхи кун та килĕшсе тăраççĕ.

Ал шăлли – халăх чунĕн тĕкĕрĕ
Ал шăлли – халăх чунĕн тĕкĕрĕ
Ал шăлли – халăх чунĕн тĕкĕрĕ
Ал шăлли – халăх чунĕн тĕкĕрĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: