Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
16 Июнӗн , 14:40

Мускаври Акатуй Пушкăртстан чăвашĕсемшĕн те асра юлнă

Ĕнер, июнь уйăхĕн 15-мĕшĕнче, Мускавра Халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен куравĕн лапамĕнче (ВДНХ) Пĕтĕм Раççейри чăвашсен Акатуйĕ иртнĕ. Ăна питĕ чыслă та анлă йĕркеленине палăртмалла,  хăнасем тĕп хулана çĕршывăн тĕрлĕ регионĕсенчен килсе çитме кăмăл тунă.

Мускаври Акатуй Пушкăртстан чăвашĕсемшĕн те асра юлнă
Мускаври Акатуй Пушкăртстан чăвашĕсемшĕн те асра юлнă

Пушкăртстан делегацийĕ те хальхинче йышлă пулнă. Акă, Мияки районĕнчи Кекенти «Туслăх» пултарулăх ансамблĕ пĕтĕм йышĕпе (15 çын) якри çула кĕскетме май тупнă, уяври пилĕк сценăран пĕрин çинче пухăннă халăха юрă-кĕвĕпе те ташăпа савăнтарнă. Унсăр пуçне вĕсем вуншар ушкăнпа пĕрле «Халăхсен туслăхĕ» фонтан умĕнчи вăйă картине тăрса юрă шăранатрнă, хăйсен капăр çи-пуçĕпе параппан çапса та шăпăр каласа уява уяв пек тума тăрăшнă. Кунтах Çтерлĕ, Пелепей хулисенчи тата ытти районсенчи чăваш хастарĕсем пулнине те асăнса хăвармалла.

Акатуя пухăннă халăха Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев саламланă. Çавăн пекех Мускав хăнисемпе хуçисене Чăваш Енĕн пĕрремĕш президенчĕ Николай Федоров сенатор, Сывлăх сыхлав сферинчи федераллă тĕрĕслев службин ертÿçи Алла Самойлова, Рф Патшалах Думин депутачĕсем Анатолий Аксаковпа Алла Салаева, Мускав хула мэрĕн çумĕ Александр Горбенко, Ульяновск облаçĕн губернаторĕ Алексей Русских тата ытти сумлă хăнасем ăшă сăмахсем каласа сума сунă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: