Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
23 Июлӗн , 10:40

Учук патриотизм туйăмне вăйлăлатать, халăха пĕр тĕвве пухать

Июль уйăхĕн 14-мĕшĕнче Бакалă районĕнчи Юлтимĕр (Юльтимировка) ялĕнче йăлана кĕнĕ чăваш уявĕ «Учук» иртрĕ.

Учук патриотизм туйăмне вăйлăлатать, халăха пĕр тĕвве пухать
Учук патриотизм туйăмне вăйлăлатать, халăха пĕр тĕвве пухать

Учук кĕлĕ вулассипе тата уй чÿкĕ тăвассипе çыхăннă. Кăçалхи уявра ялăн чи аслă çынни Юлия Ванюкова кĕлĕ вуларĕ. Уява пуçтарăннă халăха сурăхсем пусса çитерчĕç. Вĕсене пĕтĕмĕшле община тата уйрăм çемьесем пухнă укçапа туяннă. Мероприятие пуçтарăннă çынсене пăтă çитерес тесе вун виçĕ хуран лартса ячĕç. Учук пăттине Сергейпе Гульфия, Александр тата Александрпа Ильгина Бикбовсем, Данилпа Светлана Фатхлисламовсем, Владимирпа Светлана Петрусевсем, Александрпа Снежана Калымбаевсем, Дмитрийпе Юлия Измайловсем, Геннадийпе Евгения Измайловсем, Юрийпе Александра Ванюковсем, Алексейпе Елена Рыжовсем, Александра Саватеевапа Зоя Токашова, Александрпа Татьяна Пестовсем, Павел Селиванов пĕçерчĕç. Община ятĕнчен вара хуран умĕнче Степанида Юльтимирова, Галина Иванова, Нина Измайлова, Раиса Калымбаева тата Алевтина Юльтимирова тăчĕç.
Çапла апат пиçиччен Юлтимĕр ялĕнчи культура çурчĕн культорганизаторĕ Елена Лобанова уява уçрĕ. «Родня» ансамбль хăнасене «Хăна юррипе» хапăл туса йышăнчĕ. Дияшево ял Канашĕн депутачĕ тата уяв спонсорĕ Станислав Петрусев пухăннисем умĕнче тухса сăмах каларĕ. Уявăн сумлă хăнисен шутĕнче Раççейри чăвашсен федераци шайĕнчи наципе культура автономин пайташĕ, «Пушкăртстанри чăвашсен кĕске энциклопедийĕ» кăларăмăн тĕп редакторĕ Владимир Яковлев пулнине палăртса хăварма кăмăллă. Вăл хуçасене виçĕ энциклопеди парне туса пачĕ: пĕри – клуба, иккĕмĕшĕ – районти культура çуртне, виççĕмĕшĕ тĕп вулавăшра тивĕçлĕ вырăн йышăнĕ. Çавăн пекех мероприятие Бакалă район администраци представителĕ Зуфар Зиязетдинов хутшăнчĕ.
Юрă-кĕвĕ номерĕсене Елена Лобановапа Вениамин Туйдимиров уйрăм юрăç хатĕрленĕ. Унсăр пуçне йăла-йĕрке уявне йĕркелекенсем ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисене парнесем пачĕç.
Уяв çакăнпа кăна вĕçленмерĕ. Унăн программине вăйăсем те илем кÿчĕç. Пухăннисем хаваспах вĕрен туртса вăй виçрĕç, михĕсемпе кĕрешрĕç, парне касса илчĕç, михĕсемпе чупрĕç, парне шырарĕç. Вĕсене вара Алексей Саватнеев, Петр Калымбаев, Владимир Иванов, Валерий Юльтимиров, Руслан Исмуллин тата Роман Баймурзин йĕркелерĕç.
Часах Учук пăтти çиме вăхăт çитрĕ. Ачасем чăтăмсăррăн çак саманта кĕтсе илчĕç, вĕсене чăн малтан тутанса пăхма май параççĕ. Халăх уявне йăпанусем (суту-илÿ вырăнĕсем, тир, батут тата пулă тытасси) çĕнĕлĕх кĕртрĕç. Çулсерен Учук ирттерни аваллăхри пек патриотизм туйăмне вăйлатма, халăха пĕр тĕвве çыхма пулăшать.
Елена ЛОБАНОВА.
Бакалă районĕ,
Юлтимĕр ялĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: