Унта пурĕ регионти районсемпе хуласенчен 29 фольклор ушкăнĕ хутшăнчĕ, хăш-пĕр тăрăхран икĕ е тăватă коллектив та пулчĕ. Сăмахран, хуçасемпе авăркассем тăватшар ялтан килсе çитнĕ, Пелепейрен –иккĕн. Унсăр пуçне районти культура керменĕн фойинчех 15 курав ĕçлерĕ. Уяв Анне кунĕ умĕн иртнĕ май, темшĕн çак мероприятие çÿллĕ шайра йĕркелеме аннесен пехилĕсем пулăшнăн туйăнчĕ. Пурĕ 300 ытла çын хутшăнчĕ.
Фестиваль-уява вара Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕ (ертÿçи – Ирина Сухарева) пуçарнипе йĕркеленине палăртса хăвармалла. Паллах, пулăшакансем те пулнă: ПР культура министерстви, республикăри Туслăх çурчĕ, Кармаскалă район администрацийĕ тата спонсорсем.
Официаллă делегацине хуçасем çăкăр-тăварпа, юрă-кĕвĕпе кĕтсе илнĕ хыççăн хăнасем 26 фольклор ушкăнĕ хатĕрленĕ апат-çимĕçпе, ĕçмепе тулнă пуян сĕтелсене хак пачĕç, кашни районпа хулан кăпăклă те техĕмлĕ сăрисемпе наци апачĕсене ас тивсе пăхрĕç. Алăри пÿрнесем те пĕр пек мар та, чăваш вĕретнĕ сăра та тĕрлĕрен иккен - кашнин хăйĕн рецепчĕ пур. Пĕрисем унпа пĕр пытармасăр паллаштараççĕ, теприсем вăрттăнлăха уçса пама васкамаççĕ. Ку вăл «алăран ан кайтăр» тенипе çыхăннă пулмалла.
Кирек мĕнле уява та чĕннĕ сумлă хăнасем илем кÿреççĕ. «Кĕр сăри» кĕреки те çакнах çирĕплетрĕ. Ĕпхÿрен ПР Культура министерствин этнокультура аталанăвĕ тата регионсен хушшинчи çыхăну ĕçĕсен пай пуçлăхĕ Нурлан Ганиев, Пушкăртстанри Туслăх çурчĕн директорĕ Эльмира Саматова, республикăри Чăваш культура обществин ертÿçи Юрий Михайлов, вырăнтан Кармаскалă район администраци пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Андрей Матвеев, Челябинск облаçĕнчен Чăваш наци конгресĕн представителĕ Геннадий Иванов, Пелепейрен Раççейри чăвашсен федераллă наципе культура автономи канашĕн пайташĕ, Пелепей тăрахĕнчи ЧНКА ертÿçи Владимир Яковлев тата ытти сумлă хăнасем килсе çитнĕ. Вĕсем пухăннă халăха уяв ячĕпе саламланă май тивĕçлĕ чăваш хастарĕсене Тав çырăвĕсемпе парнесем парса чысларĕç.
Шел пулин те çак мероприятие Шупашкартан йыхравланă делегаци килсе çитеймен, анчах та Пушкăртстан чăвашĕсене видиоçыхăнупа Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Валерий Клементьев саламалрĕ, авалхи йăла-йĕркесене аякри йăхташсем манăçа кăларманнишĕн хĕпĕртенине пĕлтерчĕ.
«Кĕр сăри» фестивалĕн иккĕмĕш пайĕ, пултарулăх ушкăнĕсем сцена çине тухасси, хамăрăн мăн асаттесемпе асаннесем юрланă «Алран кайми аки-сухи» юрра ура çинче тăрса юрланипе тата пирĕн сумлă шур сухал Николай Семенович Васильев Çÿлти Пÿлĕхçе тав туса кĕлĕ каланинчен пуçланчĕ. Фольклор коллективĕсем тĕрлĕ йала-йĕркепе çыхăнна композицисене кăтартса пачĕç, халăх юррисене шăрантарчĕç. Виçĕ фольклор ушкăнĕ «Кĕр сăри» уявĕн саманчĕсене кăтартаса пачĕ. Çавăн пекех пултарулăх артисчĕсем çемьере ача çуралнине, улах ларнине, çĕнĕ пÿрт ĕçкине, чÿклеме тунине йăла-йĕрке ыйтнă пек паллаштарчĕç. Кармаскалă районĕнчи Йăмранри «Çăлкуç» халăх ансамблĕн пайташĕсем (ертÿçи – Алина Степанова) чăваш наци тумĕсен (аваллăхран пуçласа паянхи кунччен) дефилине йĕркелерĕç. Çакă та уява урăх сĕм кĕртрĕ, темиçе ăру-несĕл çыхăнăвĕ пуррине, йăла-йĕрке ламран-лама куçса пынине çирĕплетрĕ. Ваттисемпе пĕрле çамрăк ăру та хамăр халăхăн иртнĕ пурнăçне ăша хывни залра ларакан кашни çыннăн кăмăлне çĕклерĕ.
Фестиваль программине вара Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн ертÿçи Ирина Сухарева истори наукисен докторĕ пĕтĕмлетрĕ.
- Пысăк та курăмлă ĕçе пĕччен тăваймастăн, йышпа вăл яланах тухăçлăрах та пахарах пулать. Канаш ятĕнчен республикăри Культура министертвине, Туслăх çуртне, Кармаскалă район администрацине, çак уява хатĕрлекен йĕркелÿ комитетне тата мĕнпур фольклор ушкăнĕсемпе уйрăм чăваш хастарĕсене тав тăватăп. Тăван чĕлхемĕре, халахăмарăн пуян йăли-йĕркисене упраса хăварас тĕлĕшпе ĕçлекенсене пурне те çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал сунатăп, - терĕ Ирина Витальевна 4 сехет ытла тăсăлнă мероприятие вĕçленĕ май.
Вăлах «Кĕр сăрине» хутшăннă коллективсемпе уйрăм хастарсене Дипломсемпе Тав çырăвĕсем, парнесем парса чысларĕ.
Кăшт каярах тунă ĕçпе хавхаланса уява йĕркелекенсен хушшинче паха шухăш та çуралчĕ: «Малашне «Кĕр сăрине» Кармаскалă районĕнчи бренд шайĕнчи мероприятие çавăрмалла мар-ши?». Шухăшĕ чăн та илĕртÿллĕ те вырăнлă, анчах та ăна çÿлти шайра татса памалла. Тепĕр тесен çак район çĕрĕ çинче республикăри чăваш историпе культура центрĕ никĕсленнине асра тытас пулсан чăрмав пулмалла мар. Ман шутпа уяв лавне вырăнтан тапратнă, ăна мĕнле çулпа илсе каясси вара хамăртан, чăваш хастарĕсенчен, килет.
Юрий СНЕГОПАД.
Кармаскалă районĕ.