Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
20 Кӑрлач , 14:29

«Çветтуй шыв ÿте те, чуна та сываттăр…»

Федоровка тăрăхĕнчи Ашкатар (Кирюшкино) ялĕнчи «Ашкатар çăлкуçĕсем» юрă ушкăнне çÿрекенсем  кашни çулах «Хĕр çăлкуçне» çветтуй шыв илме килеççĕ. Малтан Турăран ирĕк ыйтса кĕлĕ вулаççĕ, Шыв ашшĕн, Шыв амăшĕн кăмăлне çемçетсе виçĕ кĕмĕл укçа пăрахаççĕ, унтан тин шыв ăсаççĕ.

«Çветтуй шыв  ÿте те, чуна та сываттăр…»
«Çветтуй шыв ÿте те, чуна та сываттăр…»

Кăçал та юрă ăстисен ушкăнĕ «Хĕр çăлкуçне» çитрĕ. Зоя Степановна Семенова хĕрес хывса кĕлĕ вуларĕ, çăла виçĕ хут хĕрес хыврĕ (тĕне çирĕп пăхăнакан Зоя Семенова Кăшарни уявĕ умĕн маларах  чиркĕве кайса кĕлĕ вулама пачăшкăран пехил илсе килет),  унтан Зинаида Николаевна: «Çак çветтуй çăлкуç  шывĕ пирĕн ÿте те, чуна та сываттăр, тасаттăр, вăй патăр», - тесе шыва виçĕ кĕмĕл укçа пăрахрĕ. Йăла тăрăх килнисем: «Çĕре, çут тĕнчене, виççĕмĕшне хамăрпа илетпĕр» тесе витрепе икĕ хутчен ăсса илсе айккинелле тăкрĕç. Савăтсене шывпа тултарнă хыççăн  ансамбль хĕрĕсем Раиса Сидорова патне чей ĕçме кĕчĕç. Авалхи йăлапа хĕрарăмсем килĕсене таврăнсан çветтуй шывпа хĕвеле ункай пÿрте, картана сапса тухаççĕ.   

Маларах январь уйăхĕн 6-мĕшĕнче ачасемпе клубра Нартукан уявĕнче юмăç пăхнĕ. Январь уйăхĕн 13-мĕшĕнче  вара ачасем ял тăрăх юрăсем юрласа Сурхури ирттернĕ. «Мыскараллă тумсем тăхăннă ачасем, килрен киле çÿресе çулталăк тыр-пулпа, пахча çимĕçпе тухăçлă пултăр, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетĕр, çуртра пурăнакансем сывлăхлă пулччăр, йыш хушăнса пытăр тесе сунса хăвараççĕ. «Тыр-пулăллă пулăр!» сăмахсемпе пăрçа, тулă пĕрчисем сапаççĕ.  Кил  хуçисем тав туса ачасене пылак кучченеçсем парса яраççĕ. Çав тапхăрта пирĕн лавккара канхвет-печени те пĕтерех тăрать», - кăмăллăн пĕлтерет Зинаида Семенова асăннă уяв çинчен.

 Çапла майпа Ашкатарта аслисем ачасене йăла-йĕркесене тытса пыма вĕрентеççĕ, хăйсем пĕлнине ăруран-арăва куçарса пыраççĕ.

«Çветтуй шыв  ÿте те, чуна та сываттăр…»
«Çветтуй шыв  ÿте те, чуна та сываттăр…»
«Çветтуй шыв  ÿте те, чуна та сываттăр…»
«Çветтуй шыв  ÿте те, чуна та сываттăр…»
«Çветтуй шыв  ÿте те, чуна та сываттăр…»
«Çветтуй шыв  ÿте те, чуна та сываттăр…»
«Çветтуй шыв ÿте те, чуна та сываттăр…»
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: