Ермеккей районĕнчи Енкрел ялĕ те хăйĕн ытамне ывăл-хĕрĕсене йыхравланă. Аякран таврăннисем, çывăхран килнисем валли Енкрелти культура çуртĕнчи «Тантăшсем» чăваш вокал ушкăнĕ (ертÿçи – Алена Дмитриева) «Аслă Çимĕк -2025» театр евĕр концерт хатĕрленĕ.
Мероприятие ертсе пыракансем залра пухăннисене Çимĕк йăли-йĕркипе паллаштарнă, «Тантăш» ушкăн тăванлăх, тăван кĕтеспе шурă хурăн çинчен юрăсем шăрантарнă. Çакăн хыççăн мероприятие хутшăнакансем туслăх картине тăрса чăваш ушкăнĕн пайташĕсемпе пĕрле юрă юрласа ташланă. Унсăр пуçне кунта кашнийĕ чăваш наци ĕçмине - сăра - тутанса пăхма, хурăн тураттисем çине ырă ĕмĕчĕсем пурнăçа кĕрессе шанса хăюсем çыхма пултарнă. Çапла уяв пурне те асра юлмалла - савăнăçлă, илемлĕ, интереслĕ иртнĕ... Уяв каçĕ çĕрлечченех тăсăлнă.
Ермеккей районĕ, Енкрел ялĕ.