Улаха, ĕç кунĕ пулнине пăхмасăр, халăх йышлă пухăннă. Куракансем чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе, культура пуянлăхне сăнлакан концерт программипе паллашма пултарнă. Унсăр пуçне кунта хамăр тăрăхра ÿсекен курăксенчен тĕрлĕ йышши чейсем хатĕрленĕ, чăваш тумĕн илемне кăтартса паракан куравсем те ĕçленĕ. Çавăн пекех Çтерлĕ хастарĕсем, Наталья Емельянова тăрăшнипе, «Урал сасси» хаçат çырăнтарас ĕçе те туса ирттернĕ.
Концерт программи тĕрлĕ жанрлă‚ интереслĕ те пуян номерсенчен тăнă. Сцена çинчен тĕрлĕ юрăсем янăранă, ансамбльпе уйрăм юрăçсем тата дуэтсем чуна пырса тивекен юрăсем шăрантарнă. Мероприятие хутшăнакансем пурте кăмăллă юлнă, артистсемпе пĕрле юрланă та ташланă.
Çтерлĕ хули.