Мăн асатте-асаннесен пурнăçне çирĕп тытса пыраканни - ламран-лама куçакан йăла-йĕрке. Вĕсенчен чи илемли те кăсăкки фольклор улахĕсем шутланаççĕ.
Июль уйăхĕн 26-мĕшĕнче Элшей районĕнчи Кайраклă ялĕнчи культура çуртĕнчи «Чăваш алĕç ăстисем» клубăн пайташĕсем «Ĕлĕк-авал çапла пулнă…» ятпа улах йĕркеленĕ. Унта вырăнти «Пилеш» ушкăн хастарĕсем хутшăннă. Пилешçĕсем ытларах ал ĕçĕ тунă. Вĕсем çип арланă, чăлха-нуски çыхнă, тĕрĕ тĕрленĕ. Ĕçленĕ май пухăннисем шÿтленĕ, кулнă, ташă картине тăрса ташланă, юрă-такмак шăрантарнă. Пĕр тĕрлĕ ĕç тусан, канса илмелле тенĕ пек, алла теприне тытнă. Çапла вăхăт иртни те сисĕнмен.
Элшей районĕ, Кайраклă ялĕ.