Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
24 Октябрӗн 2025, 15:30

Пелепей чăвашĕсем «Кĕр сăрине» пухăннă

Кĕр сăри – чăваш халăхĕн йăлана кĕнĕ кĕрхи уявĕсенчен пĕри. Вăл тухăçа пуçтарса кĕртнине пĕлтерет. Мĕн авалтан çак кун çĕр ĕçченĕсем çĕнĕ тухăçшăн тав тунă, пулас тулăх тыр-пулшăн кĕлĕ вуланă.

Пелепей чăвашĕсем «Кĕр сăрине» пухăннă
Пелепей чăвашĕсем «Кĕр сăрине» пухăннă

Ĕлĕкхи йăлапа килĕшÿллĕн Кĕр сăри вăхăтĕнче чăвашсем пуян кĕреке хатĕрленĕ: пăтă, çĕнĕ тыр-пултан хăпарту пĕçернĕ, чăкăт тунă. Уява пĕрле паллă тума тăванĕсемпе кÿршисене йыхравланă.

Çакна асра тытса хулари «Илем» чăваш халăх фольклор ансамблĕ октябрь уйăхĕн 23-мĕшĕнче «Урал-Батыр» наци культурисен Керменĕнче «Кĕр сăри» фольклор уявне йĕркелесе ирттернĕ. Ансамбль пайташĕсем пухăннисене асăннă йăла-йĕрке уявĕн хăш-пĕр саманчĕсене кăтартса панă: çĕнĕ тырра авăртнă çăнăхран пĕçернĕ çăкăра илсе тухасси, чăкăтпа тата вир кĕрпи пăттипе хăналасси. Çавăн пекех илемсем çĕр гимне, çĕнĕ тухăçа халалласа йăла юррисем юрланă. Унсăр пуçне «Кĕр сăрине» пуçтарăннисем хаваслă ташăсем те ташланă.

Пелепей хули.

Пелепей чăвашĕсем «Кĕр сăрине» пухăннă
Пелепей чăвашĕсем «Кĕр сăрине» пухăннă
Пелепей чăвашĕсем «Кĕр сăрине» пухăннă
Пелепей чăвашĕсем «Кĕр сăрине» пухăннă
Пелепей чăвашĕсем «Кĕр сăрине» пухăннă
Пелепей чăвашĕсем «Кĕр сăрине» пухăннă
Пелепей чăвашĕсем «Кĕр сăрине» пухăннă
Пелепей чăвашĕсем «Кĕр сăрине» пухăннă
Пелепей чăвашĕсем «Кĕр сăрине» пухăннă
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас