Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
10 Ноябрӗн 2025, 10:30

Сименккесем улаха пуçтарăннă

«Улах» - чăваш халăхĕн авалхи йăли, кĕрхи тата хĕллехи вăрăм каçсенче çамрăксем кил хуçисем пулман е ăçта та пулин хăнана кайнă киле пухăннă. Кил хуçи кучченеçсем хатĕрленĕ. Лармара хĕрсем ытларах ал ĕçĕ тунă. Вĕсем çип арланă, чăлха-нуски çыхнă, тĕрĕ тĕрленĕ. Каччăсем вара çăпата хуçнă, вĕрен-кантра явнă, хăмăт-пăяв ăсталанă. Ĕçленĕ май çамрăксем шÿтленĕ, кулнă, ташланă, юрланă…

Сименккесем улаха пуçтарăннă
Сименккесем улаха пуçтарăннă

Ламран-лама куçакан йăла-йĕркене сыхласа хăварас тĕллевпе Пелепей районĕнчи Кивĕ Сименкке ялĕнчи культура çурчĕн ĕçченĕсемпе «Çăлкуç» фольклор ушкăнĕн пайташĕсем улаха пухăннă. Унта хутшăнакансем ал ĕçĕ тунă, авалхи вăйă тата хăна юррисене шăрантарнă, вылянă, ташланă, шавлă интрументсемпе кĕвĕ каласа такмаксем юрланă. Ларма пурте пĕрле сĕтел хушшине ларса чей ĕçнипе вĕçленнĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, кашни хăйпе пĕрле килĕнче пĕçернĕ апат-çимĕçпе сăйланă.

Паллах, килте çак вăхăт хушшинче ытларах çыхма, тĕрлеме, арлама пулать…Анчах пĕр-пĕрне курса калаçнинчен лайăххи нимĕн те çук.    

 

👍 Халĕ пирĕн MАХ мессенджерта официаллă канал пур! Унта web.max.ru/-687399910... каçăпа куçма пулать.

 

Ирида МАТНИЯЗОВА.

Пелепей районĕ, Кивĕ Сименкке ялĕ.

Сименккесем улаха пуçтарăннă
Сименккесем улаха пуçтарăннă
Сименккесем улаха пуçтарăннă
Сименккесем улаха пуçтарăннă
Сименккесем улаха пуçтарăннă
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас