Вăйă вăл – савăнăç, туслăх, вăй-хал, юлташсемпе хутшăнни, сывлăха çирěплетни. Пирĕн мăн асатте-асаннесем еплерех вăйăсем вылянă-ши? Çак ыйтăва хуравлас тесе Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл ялĕн культура ĕçченĕсем тата вырăнти «Пилеш» чăваш фольклор ансамблĕ «Авалхи чăваш халăх вăййисем» ятпа фольклор урокĕ йĕркелесе ирттернĕ.
Мероприяти вăхăтĕнче ансамбль пайташĕсем çамрăк ăрăва чăваш халăх вăййисемпе, вĕсен историйĕпе тата вылямалли йĕркисемпе паллаштарнă. Çакăн хыççăн аслисемпе ачасем тĕрлĕ вăйăсене выляса савăннă.
Çакнашкал мероприятисем халăх культурине сарма, ăрусен хушшинчи çыхăнăва çирĕплетме, ял тăрăхĕнче çитĕнекен çамрăксен пушă вăхăтне усăллă ирттерме май параççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл ялĕ.